Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăклах вăрçă терт-асапне тỹснĕ

15 февраля 2022 г.

 Елизавета Шикирова 1930 çулхи майăн 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Ах- пỹрт ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 11 çулта пулнă. Елизавета Матвеевна йышлă ачаллă çемьере ỹснĕ, улттăн пĕр тăван пулнă вĕсем. Е. Шикирова - çемьере виççĕмĕш пепке. Фашистсем тапăнса кĕрсен ашшĕ тетĕшсемпе пĕрле вăрçа тухса кайнă. –

Çăмăл пулмарĕ пурнăçăм, терт-нушине самаях куртăм, апла пулин те 91 çула çитрĕм. Вăрçă вăхăтĕнчи вăхăтсем чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă. Çимелли те çукчĕ ун чухне. Ĕçлесе таврăннă хыççăн курăк шỹрпи сыпнă та урайне улăм сарса çывăрма выртнă. Ывăннипе çăпата кантрисене те салтмастăмăрччĕ. Ирпе-ирех тырă вырма тухса кайнă. Апат хатĕрлекен кăнтăрла ыраш кĕрпинчен пĕçернĕ яшка вăкăрпа илсе килетчĕ, уншăн та питĕ савăннă. Вăл тăрса юлсан каçхи апат валли хăвараттăмăр, - тесе аса илет ĕç ветеранĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче те, хыççăн та йывăрлăхсем хĕрарăмсемпе хĕрсем, стариксемпе арçын ачасем çине тиеннĕ. Елизавета Матвеевна ялти пĕвене пĕвелени пирки те питĕ лайăх ас тăвать. Çирĕпленсе те çитменскерсем тăпрана тачкăпа туртса нушаланнă. Торф кăларма кайнисем, хĕллехи шартлама сивĕсенче вăрманта юр аша-аша йывăç каснисем нихăçан та асĕнчен тухмаççĕ.

- Колхоз хушăвĕпе кашни çул вăрмана йывăç касма кайнă. Пирĕн бригадир Николай Матвеевич Красновччĕ. Ĕçре кашнийĕн хăйĕн нормине тултармаллаччĕ. Пĕр чĕлĕ çăкăр панă та çавăнпа тăнă. Çăпата та йăлт çĕтĕлсе пĕтетчĕ, чăлха вĕççĕн киле çитнисем те пулнă. Вăрмантан килсен пĕринче пĕр центнер тырă пачĕç. Вăл та кăвакарнăччĕ. Ăна çăва-çăва тасатса кĕрпе турăмăр. Мĕнле кăна тỹснĕ-ши?

Аса илмеллисем тем чухлех. Тете вăрçăран килсен бригадирта тăрăшрĕ. Кỹршĕ арçынни хирте тырă акнă пулнă, икĕ михĕ вăрлăха çавăнта пăрахса хăварнă. Тете кайса илме хушрĕ. Каçхи 11 сехетре Мария Филипповна Майрушкина тантăшпа лаша кỹлсе кайрăмăр. Масар патне çитсен вăл хускалми пулчĕ. Хамăр та хăрама пуçларăмăр. Урапаран анса утма пуçларăмăр, урхамах пирĕн хыççăн пырать. Сасă илтрĕмĕр, шăллăм (Александр Матвеевич Краснов. - Авт.) пире шеллесе пулăшма килнĕ иккен. Вăл сăмах чĕннĕ хыççăн тин çăмăллăн сывласа ятăмăр. Ирхине-ирех тăрса татах хире сỹрелеме тухса кайрăмăр, - тесе аса илет Е. Шикирова.

 Елизавета Матвеевна тăватă ача çуратса ỹс- тернĕ: Антонина, Валерий, Римма, Владимир. Хăй йывăр саманана пула шкулта вĕренеймен пулсан та пепкисем тивĕçлĕ пĕлỹ илччĕр тесе тăрăшнă. Пурнăç урапи ялан пĕр йĕрпе кусмасть çав, тумхахĕсем те çителĕклех. Е. Ши- кирован Валерийпе Римма ачисен ĕмĕрĕсем кĕске пулнă.

Н. ЕЛЛИН. Çĕнĕ Ахпỹрт

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика