Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрне тухăçлă иртрĕ

08 февраля 2022 г.

 Туçари вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература эрнине çулленех çул пуçламăшĕнче йĕркелеме тăрăшаççĕ. Ăна вара педагогсемпе вĕренекенсем тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Пĕр енчен илес пулсассăн эрне вăхăтĕнче маларахри уроксенче тата класс тулашĕнчи ĕçсенче мĕн вĕреннине пĕтĕмлетни те пулать. Мероприяти уяв евĕр ирттĕр тесе тăрăшрĕç пурте. Чĕлхе пуянлăхне çирĕплетекен каларăшсене куç умне кăларчĕç.

 Эрнене Раççей халăхĕсен культура эткерлĕхĕн тата Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене халалларĕç. Çавна май архив материалĕсене пухрĕç, сумлă çынсене аса илчĕç.

 Интеллектуаллă викторина, квест вăйă, пĕлỹ аукционĕ - çаксем пурте вырăс чĕлхипе литературине вĕренес интерес çуратма пултараççĕ, пĕлĕве тарăнлатма, чĕлхе культурине ỹстерме май параççĕ.

Чи асра юлаканни Раççей халăхĕсен культура эткерлĕхĕн çулталăкне уçни пулчĕ. Кашни класс халăх ăсталăхĕпе çыхăнтарса ташă хатĕрлерĕ.

 4-8 классенче вĕренекенсем уроксенче филологи "çĕршывне" çỹл çỹреве кайрĕç. Унта вĕсене интереслĕ ĕçсем кĕтрĕç.

 5 классем "Шкулта вĕренме юратман принцесса çинчен" инсценировка кăтартрĕç, вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ачасем çак мероприятие яваплăха туйса хутшăнчĕç, рольсене ăста кăларчĕç. Кашнийĕшĕ хăйне артист евĕр тытрĕ.

Чăваш Енри паллă ентешсене халалласа электронлă хаçат кăларчĕç. Шкул архивĕнчи материалсене пухрĕç. Эрне вĕçĕнче стенд хатĕрлерĕç.

5-11 классенче вĕренекенсем "Вăрçă çинчен вулатпăр" вулав сехечĕ ирттерчĕç.

Библиотекарь хатĕрленĕ "Пĕтĕмпех вырăс чĕлхи çинчен" кĕнеке выставки, "2022 çулхи писатель-юбилярсем" литература календарĕ те ачасене илĕртрĕ.

Р. ЯМАЛЕТДИНОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика