Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна илем çеç мар, хисеп те кỹрет

01 февраля 2022 г.

Кзыл-Чишмара пурăнакан çак хисеплĕ ватăна пирĕн тăрăхра пĕлмен е палламан çын сахал-тăр. Чылайăшĕ ăна Мегсум Ахметвелиевич, тăван-пĕтенĕпе кỹршĕ-арши вара Мегсум абый тесе хисеплеççĕ. Тепĕр чухне "ялти ветврач" текенсем те пур. Кăçал 85 çул тултаракан М. Галлямова кирек мĕнле чĕнсен те калаçура вăл ялта сумлă, хăйĕн ĕçне, тăван яла чун-чĕререн юратакан çынсенчен пĕри пулнине çирĕплетеççĕ. Эпĕ те çак шухăш çинчех чарăнса тăратăп.

Пурнăçра ĕç çынна илем çеç мар, хисеп те кỹрет. Çакна паян Мегсум Ахметвелиевичăн çемье архивĕнче упранакан "Мухтавлă ĕçшĕн" ("За доблестный труд"), ВДНХан виçĕ пăхăр медалĕсем, тĕрлĕ шайри Хисеп тата Тав хучĕсем те çирĕплетеççĕ. Вăл районта виçĕ хутчен "Социализмла ăмăрту ударникĕ" те пулнă. Унсăр пуçне пурнăçри чи пысăк чыс, награда - паянхи кунчченех ял çынни унăн ĕçне пысăк хак парса ырăпа асăнни тесе шутлатăп.

Кун-çул сукмакĕпе ĕмĕрне пĕр тикĕссĕн çеç ирттерме тивмен унăн. Ашшĕне, Ахметвели Галлямовича, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайсан амăшĕ пилĕк ачапа хуçалăхра тăрса юлать. Салтакăн шăпи синкерлĕ çаврăнса тухнă хыççăн вара чун тĕпренчĕкĕсене пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Ашшĕне вăрçăра аманнă хыççăн фронтран килне янă пулнă. Суранĕсем сипленсен вăл çĕнĕрен салтак тумне тăхăннă, тăшманпа çапăçма кайнă. Анчах нумай вăхăт иртмен, 1942 çулхи август уйăхĕнче салтак пуç хуни çинчен çемьене хурлăхлă хыпар çитнĕ...

- Пирĕн ачалăх çăмăл мар тапхăрпа тỹр килчĕ. Аттесĕр ỹснĕрен хуçалăхри ĕçсене хамăр вăйпа пурнăçланă. Сания çемьере асли пулнăран ытларах ун çине тиенетчĕ. Вăл çамрăклах фермăра дояркăра ĕçленĕ. Каярахпа çу заводĕнче тăрăшнă. Эпир те кил-тĕрешри ĕçе уйăрса тăман. Май пур таран аннене пулăшнă. Тĕрĕссипе, ăна шелленипех Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен лайăх паллăпа вĕренсе тухнă хыççăн юлташпа пĕрле аслă пĕлỹ илме Хусанти ветеринари институтне те каяймарăм. Вăл пурнăçра аслă çул çине тăрса профессора çитрĕ, эпĕ хамăр ялти ветеринари ĕçченĕ пулса ĕмĕре ирттертĕм. Çакăншăн та шăпана ỹпкелеместĕп. Тĕрĕсех тунă тесе шутлатăп. Атте-аннене пăхасси, ваттисене хисеплесси çамрăксен тивĕçĕ пулмалла,- лăпкăн çеç аса илчĕ хăйĕн пурнăçне хисеплĕ ĕç ветеранĕ.

Мексум абый анлă тавра курăмлă, ырă кăмăллă, хăйĕн ĕçне чунтан парăнса ĕçлекен ветеринар пулнă. Вăл хăйĕнчен аслăрах çынпа та, çамрăкпа та нихăçан сасă хăпартса калаçмасть. Паянхи кун та выльăх чир-чĕрĕ пирки ун патне ыйтупа килсен аксакал çулне пăхмасăр пурне те алхапăл йышăнать, чĕлхесĕр янавара мĕнле сиплемеллине ăнлантарать.

Çемьешĕн вăл пысăк тĕрек, яланах ырă тĕслĕх пулнă. Мăшăрĕпе тăватă ача çуратса ỹстернĕ. Шел, вăл 12 çул каяллах çĕре кĕнĕ. Паян вара юратнă ашшĕ Газел ывăлĕн çемйипе пурăнать, мăнукĕсемпе савăнать. Çулĕ шултăраланса пынине пăхмасăрах Мегсум Ахметвелиевич çĕнĕ хаçат-журналпа паллашсах тăрать, кĕлĕсем вулать, мечĕтре хăйĕн чун канлĕхне тупать. Кĕрекене тăван-пĕтен пуçтарăнсан вĕсене пурнăçра пил парать, пурне те пархатар тата тату пурнăç сунать.

 П. КИРГИЗОВ. Алманчă ялĕ

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика