Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУЛТАРУЛĂХ КОНКУРСĔ

21 января 2022 г.

Кăçал район 95 çулхи, район хаçачĕ 90 çулхи юбилейĕсене уявланă тата шăпах республикăра Паллă ентешсен çулталăкĕ пулнă май «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансен хушшинче пултарулăх конкурсĕ ирттерме палăртнă.

Конкурс икĕ номинаципе иртет:

– Районти мухтавлă ентешсем çинчен çырнă тĕрленчĕк, статья.

– «Елчĕк енпе» юнашар» сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ /«Елчĕк ен» хаçатпа ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕк хăйне евĕрлĕхĕпе палăрмалла/.

Конкурс февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен пырать.

Ĕçсене тишкернĕ май комисси членĕсем сăн ÿкерчĕксен хăйне евĕрлĕхне, пахалăхне пăхаççĕ, статьясемпе тĕрленчĕксене тарăн уçса панине, фактсене тĕрĕс палăртнине, хайлав çырас йĕркене çирĕп пăхăннине тĕпе хураççĕ. 1,2,3 вырăнсем йышăнакансене дипломсемпе парнесем кĕтеççĕ.

Ĕçсене хаçат редакцине почта çыхăну урлă 429380, Елчĕк ялĕ, Первомайски урамĕ, 16-мĕш çурт адреспа тата электронлă адрессемпе yal-pressa@cbx.ru, izdat@cbx.ru çырса яма е редакцие кĕрсе пама пултаратăр. Ĕçе кам пурнăçланине /хушамат, ят, аçăр ячĕ/, тулли адресăра тата телефон номерне тата «конкурса» тесе палăртма ан манăр.

Хаçат редакцийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика