Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕХНИКĂНА АЧАРАН ЮРАТНĂ

21 января 2022 г.

ТЕХНИКĂНА АЧАРАН ЮРАТНĂ

 Ача чухнех çуралнă ĕмĕт пурнăçланнăшăн питĕ савăнатăп – куллен юратнă трактор çине ларса хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçласси маншăн пысăк савăнăç, – пĕлтерет «Сатурн» хуçалăхра механизаторта тăрăшакан Владимир Крысов.

Тивĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă «тимĕр ут» хуçи çурхи кунсенчен пуçласа кĕркуннеччен хуçалăх анисем çинче тар тăкать: тĕш тырă акать, çĕре сухалать, сÿрелет, кăпкалатать. Хĕллехи вăхăтра вара ĕçчен фермăра выльăхсене апат валеçет, ытти ĕçе пурнăçлать. Хăйне шанса панă МТЗ-82, Т-150 тракторсене юсавлă тытать механизатор, вĕсене пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерет.

Тăрăшуллă та курăмлă ĕçшĕн Владимир Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Е.КРЫЛОВА.

Н.Круглов сăн ÿкерчĕкĕнче: Владимир Крысов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика