Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрăн кун-çулĕ вĕçленмест…

21 января 2022 г.

Паттăрăн кун-çулĕ вĕçленмест…

Республика пурнăçĕпе аталанăвĕнче унăн çыннисен тÿпи калама çук пысăк. Чăваш Енре 2022 çула Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртни те тÿррĕнех çакăнпа çыхăннă ĕнтĕ.

Чăвашсен чи чаплă çыннисем вара – çăкăр çитĕнтерекенсем. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă паттăр салтак, Ворошилов ячĕпе хисепленекен /каярахпа – «Победа»/ колхоза ертсе пынă, тухăçлă тыр-пул çитĕнтерсе хуçалăха Совет Союзĕпе чапа кăларнă, ун хыççăн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи А.Николаев космонавт ячĕпе хисепленекен колхоза малти рете кăларнă Василий Зайцев ячĕ те республика кун-çулĕн кĕнекине ĕмĕрлĕхе ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă. «Çăлтăрлă председатель» çуралнăранпа кăçалхи январĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитнине асра тытса вăл çуралса ÿснĕ ялта район пĕлтерĕшлĕ анлă мероприяти иртрĕ. Унăн çывăх тăванĕсемпе ял çыннисен асĕнче нумай çуллăха асра юлĕ çак пулăм.

…10 çул каялла – Василий Васильевич Зайцев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă ăшă тĕл пулăва та хутшăнма тÿр килнĕччĕ. Вăл 1964 çултанпа ялта пурăнман, пурнăçран уйрăлса кайнăранпа та 40 çул иртнĕ пулин те ĕç паттăрĕн кун-çулĕ вĕçленмен пекех – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Фролов, Чăваш Республикинчи агропромышлленность комплексĕн ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Александр Самылкин ертсе пынипе ятарласа çак сăлтавпа Шупашкартан килсе çитнĕ АПК ветеранĕсен членĕсем – Николай Кирилловпа Василий Шадриков Василий Зайцевăн ачисен /куç тулли хĕрĕсемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем/, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пурăнакан сумлă ĕç ветеранĕсен аса илĕвĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пухăннисен умĕнче тухса каланă мĕн тери вырăнлă та тĕрĕс сăмахсем ырă ят ĕмĕрлĕхе асра юлнине çирĕплетрĕç. Унăн кун-çулĕпе кинофильм курса тата тĕплĕнрех паллашма май пулчĕ. В. Зайцев ертсе пыракан хуçалăх вăрçă вăхăтĕнче те çĕрпе тухăçлă усă курнă: 1 гектартан 18 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ, çĕр улми, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илессине те, малтанхипе танлаштарсан, икĕ хутчен ÿстернĕ. 1943 çулта колхоз фронта пурĕ 1200 пăт, çав шутран В.Зайцев хăй шучĕпе 117 пăт тырă ăсатнă. Колхоза Патшалăх оборона комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне парса чыс тунă. 1945 çулта В. Зайцева Ленин орденĕпе наградăланă, 1948 çулта «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ, ун чухне вăл 36 çулта анчах пулнă.

Унăн кулленхи ĕçĕ мĕн тери йывăр пулсан та, кинофильма курнă май эпир Василий Зайцевăн сăн-пичĕ кашни сăн ÿкерчĕкре тенĕ пекех йăл кулăпа тулнине туйрăмăр. Вăл пурнăçра та, чăннипех, ырă шухăш-кăмăллă, ыттисене яланах пулăшма хатĕр пулнине çирĕплетрĕç тухса калаçакансем.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти А. Николаев ячĕпе хисепленекен колхоза 13 çул хушши ертсе пынă çак çын пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă. Вăл тăрăшнипе кунта хуларинчен кая мар çуртсем тата ытти объектсем çĕкленнĕ. Елчĕк районĕн паттăр ывăлĕн ячĕпе иртнĕ кунсенче кунта та сумлă мероприяти пулса иртнĕ. Шуршăлта Василий Зайцева тĕнчипе паллă виççĕмĕш космонавт Андриян Николаевпа тан хурса хисеплени, паллах, нумаййи çинчен калать.

…Иртнĕ ырă вăхăтри çĕнтерÿллĕ колхоз ячĕпе мăнаçланса Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çĕнĕ ĕмĕрте йĕркеленнĕ хальхи «Победа» ОООна та пĕр улшăнмасăр 16 çул Николай Головин ăнăçлă ертсе пырать. Аслă Пăла тăрăхĕнче пурăнакан аслă ÿсĕмри çынсем ун пирки:

– Василий Зайцев ĕçне малалла тăсакан, ун пекех пултаруллă çын, – тенине пĕр хутчен анчах мар илтме тÿр килнĕ.

Ĕç паттăрне асăнса ирттерекен уява пухăннисене те Николай Александрович Головин кăмăлтан, тулли кĕрекепе кĕтсе илчĕ. Производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, фермăри çĕнĕ йышши витесене кăтартса çÿрерĕ…

ШУХĂШ

Леонард ЛЕВЫЙ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

– Ĕçпе чапа тивĕçнĕ Елчĕк енĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсен ячĕ ĕмĕрне те манăçмĕ. Çакăн пирки çитĕнекен ăрăва каласа кăтартасси те пирĕн тĕп тивĕç пулса тăмалла.

Районта 9 çын «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ. Вĕсенчен 8-шĕ Василий Зайцев ертсе пынă Совет Союзĕпе паллă «Победа» хуçалăхран. Вĕсен ячĕсем район кун-çулĕн историйĕнче ĕмĕрлĕхе уйрăм страницăра çырăнса юлнă.

Василий ШАДРИКОВ, Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен канашĕн членĕ:

– Аслă Пăла Тимеш ялĕнче Василий Зайцев ячĕпе асăну кунне ирттересси пирки ыйтупа тухсан район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та, «Победа» ООО директорĕ Николай Головин та хирĕç пулмарĕç. Йĕркелÿ ĕçĕсене вăраха ямасăр татса пама пулчĕç. Тавтапуç вĕсене уншăн.

Василий Зайцев пирки кирек кам пулсан та: паттăрсен паттăрĕ теме анчах пултарĕ. Унăн тивлетне пула иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче кунта мĕн чухлĕ çын пулса курнă! Ют çĕршывсенчен те: ученăйсем, практиксем… Паян вара «Победăра» Николай Головин çĕнĕ пурнăç тăвать. Ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатпăр ăна.

Николай БОГДАНОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кивĕ Арланкасси ялĕ:

– Василий Зайцев – тĕрлĕ енлĕ аталаннă организатор, çĕршыври политика элчи те.

Вăл аслă пĕлÿ илмен пулин те калама çук анлă тавракурăмлă çын пулнипе асра юлнă. Вăл йĕркеленипе иртекен ларусемпе пухусем методикăпа наука конференцийĕсем пек, çÿллĕ шайра иртетчĕç.

Василий Васильевич кадрсене вĕрентсе хатĕрлессине, уйрăмах вăтам звенора ĕçлекенсене, малти вырăна хунă. Ахальтен мар çав çулсенче «Победа» колхозра çирĕп кадрсем пулнă.

Шуршăлта Василий Зайцев ячĕпе хисепленекен урам пур. «Победа» ООО директорĕ иртнĕ ырă вăхăтри «Победа» колхозри Социализмла Ĕç Геройĕсене сума суса Паттăрсен аллейине уçма шухăшланине те пурте ырласа йышăнма тивĕçлĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика