Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ят-сумне çĕкленĕ ĕçпеле

14 января 2022 г.

Çак кунсенче Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ, агропромышленность комплексĕн районти канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Минегали Хафизов 75 çулне паллă турĕ. Юбилейпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов саламларĕ.

Виктор Игоревич ял хуçалăх отраслĕн ветеранне район администрацийĕн Тав çырăвĕпе тата район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн Хисеп грамотипе, сумлă парнепе чысланă май пархатарлă ĕçĕшĕн, Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикине çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тав турĕ. Сăмах май, кăçал Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 95 çул çитет.

Минегали Ямалетдинович Шăнкăртамра çуралса ỹснĕ. Пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. Шел пулин те, паян иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Хисеплĕ ентеш Чăвваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, каярах Горькинчи парти шкулĕнче пĕлĕвне малалла тăснă.

Ĕç çулне М. Хафизов тăван ялĕнчи Жданов ячĕллĕ колхозра тĕп инженертан пуçланă. Çамрăк специалистăн ăсталăхĕпе пултарулăхне тỹрех асăрханă, ăна хуçалăха ертсе пыма шаннă. Яваплă тивĕçре вăл 8 çул вăй хунă. 1986-1997 çулсенче вара Патăрьел райисполком председателĕн пĕрремĕш çумĕнче - районти агропромышленность пĕрлешĕвĕн председателĕнче, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче тăрăшнă.1997 çултан пуçласа 2002 çулччен "Новая жизнь" фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕнче тата "Урняк" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçинче вăй хунă. Кайран тивĕçлĕ канăва тухичченех экологра тимленĕ.

Ăçта ĕçлесен те Минегали Хафизов тăрăшулăхпа, хăйне шаннă тивĕçе чун-чĕререн пурнăçланипе палăрса тăрать, çавăнпах ăна паян та пĕрле ĕçленисем, юлташĕсем хисеплеççĕ.

 Ĕçне кура тĕрлĕ шайри чыса тивĕçнĕ М. Хафизов. Унăн Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн, ЧАССРăн Министрсен Канашĕн Хисеп грамотисем пур. Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассишĕн тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн, патриотла воспитание аталантарнăшăн, кăмăл-сипете мала хунăшăн Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ 2021 çулта "Чăваш Республикине йĕркеленĕренпе 100 çул" асăну медальне илчĕ.

Ветеран паян та обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Вăл - АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ.

 Минегали Ямалетдинович Муслимя Алемтдиновна мăшăрĕпе 48 çул килĕштерсе пĕр çемье сукмакĕпе утать. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ, халĕ тата 8 мăнукĕпе савăнаççĕ.

О. ПАВЛОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика