Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула виçĕ ФАП

30 декабря 2021 г.

Кăçалхи çулăн юлашки кунĕсем районти виçĕ ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн паллă пулăмсемпе палăрса юлчĕç. Пĕр кунта Кивĕ Сĕнтĕр, Йăлмахва, Элпуç ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсен çĕнĕ çурчĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.
Вĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа туса пĕтернĕ. Шалтан та тултан та хăтлă, илемлĕ. Халăха вырăнта пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама пур условисем те çителĕклĕ. ФАПсенче çутă, таса, ăшă, шыв кĕртнĕ, шур халатлă ĕçченсене куллен кирлĕ оборудованипе, инструментсемпе тивĕçтернĕ. Виçĕ тĕлте те хăнасене халăх йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Культура ĕçченĕсем, çанталăк аванах сивĕ тăчĕ пулин те савăк юрăсем парнелерĕç. Район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район больницин тĕп врачĕн ĕçĕсен вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Ефремова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов ФАПсене уçма пуçтарăннă çынсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе саламларĕç, çитес çул çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕç, медицина ĕçченĕсене парнесем пачĕç. Александровка, Кайнлăк, Элпуç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Любовь Полякова, Альберт Кузьмин, Расим Асеинов фельдшерпа акушер пункчĕсен ĕçченĕсем, ял çыннисем çĕнĕ çул умĕнхи парнесемшĕн строительсемпе тĕрлĕ шайри яваплă çынсене тав турĕç. Çапла вара ял çыннисене вăхăтра та пахалăхлă пулăшу пама пултаракан, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ФАПсен çĕнĕ çурчĕсен шучĕ районта 14 çитрĕ.
Ю.ГАВРИЛОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика