Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИКСĔМĔРĔН ПĔР КУН-ÇУЛ…

12 ноября 2021 г.

ИКСĔМĔРĔН ПĔР КУН-ÇУЛ…

Кĕрхи тĕксĕм кунсем пуçланнă май Çĕнĕ Пăвари Егоровсем кăштах хăйсене канури пек туяççĕ. Ара, кил картинче темле ĕçех çук, пахча-анкартинче ăнса пулнă çимĕçсене пуçтарса кĕртнĕ. Çĕр-аннемĕр вăхăтлăха канать: ăна сухаласа, чавса çемçетнĕ…

Ватлăхра шăм-шака канлĕх кирлĕ тетпĕр пулсан та çу кунĕсенче канăç мĕнне пĕлменскерсене пÿртре ларасси çăмăл мар. Çапах вăхăта усăллă ирттереççĕ Аркадий Зиновьевичпа Лидия Анатольевна. Çулла алла кĕнеке тытма май пулман, халĕ вара хаçат-журнал вулама та, телевизор пăхма та вăхăт çителĕклĕ. Юлашки вăхăтра кил хуçи хĕрарăмĕ урисем ыратнипе аптăранине пула мăшăрĕ пысăк тимлĕх уйăрать ăна. Тухтăр çырса панă эмелсемпе сипленисĕр пуçне уколне те хăй тума пултарать. Тăтăшах шурă халатлисене чĕнеймĕн ку чухне. Çулсем шултраланса пынă май пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса пурăнни – чи пахи.

…Аркадипе Лидия пĕр класра вĕреннĕ. Иккĕшĕ те шкулта тăрăшулăхпа палăрнă. Каччă вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Техникăпа мĕн пĕчĕкрен кăсăкланнă çамрăка электрификаци ĕçĕ-хĕлĕ ытларах кăсăклантарнă. Промышленность электрификацийĕн факультетне ăнăçлă пĕтернĕ пултаруллă яша Чулхулари автозавода ĕçлеме янă. Унтан шăпа тăван ене илсе çитернĕ мал ĕмĕтлĕ йĕкĕте. Лидия çак вăхăтра И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕренсе филолог дипломне алла илнĕ. Çамрăксем ăнсăртран тĕл пулсан иккĕшĕн пĕр шăпа пулнине туйса илнĕ. Çапла вара Егоровсем, çамрăк специалистсене тÿрех хваттерпе тивĕçтернĕрен, Комсомольски районĕнчи Урмаел салине тухса кайнă. Аркадий Зиновьевич инженер-энергетикра тăрăшнă, Лидия Анатольевна – педагогра. Кунта 4 çул ытла вăй хурсан Егоровсем, ватăсене пăхмалла пулнă пирки, тăван яла таврăннă. Малтанах шкул общежитийĕнче пурăннă, унтан кирпĕч çурт лартнă. Пултаруллă, ăста алăллă специалиста «Сатурн» хуçалăх ертÿçисем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Ÿркенмен, ĕçе яваплăхпа пурнăçлакан арçын часах коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. Ун хыççăн А.Егоров «Промсервис» организацире цех начальникĕнче чылай çул вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва та унтанах тухнă. Пенсире те юратнă ĕçĕпе сыв пуллашман вăл, тата тăватă çул тăрăшнă. Паян та Аркадий Зиновьевич тăван хуçалăхра ĕçлеме вăй-хал, ăсталăх çитерет.

А.Егоров вăхăтĕнче ялти комсомолецсене ертсе пынă. Районта ăста пропагандист, харсăр коммунист пек те лайăх пĕлеççĕ ăна çынсем. Тÿрĕ кăмăллă, хастар ĕçшĕн панă Хисеп, Тав хучĕсем Аркадий Зиновьевичăн тавра курăмĕ пысăк пулнине çирĕплетеççĕ.

Лидия Анатольевна та педагог тивĕçне чыслăн пурнăçласа пенсие тухнă. Малтанах Тĕмер шкулĕнче пионервожатăйра ĕçленĕ. Ачасене юратни, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни ăна пурнăç тăрш-шĕпех хавхалану кÿнĕ. 39 çул хушшинче миçе ачана анлă çул çине кăларман-ши педагог профессине парăннă хĕрарăм? Вырăс чĕлхин предметне вĕрентнĕ педагог коллективра, ял çинче ырă ят-сумпа палăрнă. Хастарскер учительсен съездне те хутшăннă.

Типтерлĕ вĕрентекен пушă вăхăт тупăнсан килти архива тепĕр хут тишкерет. Унта хăй вĕрентнĕ ачасем салтакран янă çырăвĕсемпе открыткăсем те йышлă. Лидия Анатольевна 70 çулхи юбилейне темиçе çăмăл машинăпа вăл вĕрентнĕ ачасем килсе саламланине те асран кăлараймасть. Вĕренекенĕсем парнесемпе чысланă ăна. Çапах та чи сумли – унăн ĕçне хаклани, ăна манманни.

Пуçаруллă педагог хăй вăхăтĕнче тăван ен историйĕпе те кăсăкланнă. Шкулăн сумлă юбилейĕсене хатĕрленнĕ май паллă çынсен йăх-несĕл историйĕсене тишкернĕ, стендсем йĕркелесе хатĕрленĕ. Лидия Анатольевна район энциклопедине хатĕрлеме те сахал мар пулăшнă. Учительте ĕçленĕ чухне район хаçатĕнче тĕрлĕ содержаниллĕ статьясем нумай çыратчĕ. Малашлăха çивĕч куçсемпе тинкерекен хастар таврапĕлÿçĕ 2003-2006 çулсенче Çĕнĕ Пăвари шкулта директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Паха ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсем те сахал мар унăн.

Туслă мăшăр икĕ ача çуратса ÿстерсе анлă çул çине кăларнă. Сергей ашшĕ пекех пур енлĕ пултарулăхĕпе палăрнăскер, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарта хунав янă. Ирина аслă пĕлÿллĕ экономист. Мускавра тĕпленнĕ. Ватăсем икĕ мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.

Егоровсем чылай çул пахча çимĕç калчисене ÿстерес енĕпе тимлеççĕ. Ял çыннисем валли кăна мар, районта пурăнакансем валли купăста, помидор… калчисем çитĕнтереççĕ. Килĕнчи теплицăра мĕнле кăна пахча çимĕç туса илмеççĕ тата. Сачĕ те пĕчĕк мар. Çу кунĕсенче иртен пуçласа каçчен пахчаран кĕмеççĕ. Картишĕнче сурăхсем тытаççĕ, чăх-чĕп усраççĕ. Çамрăкрах чухне выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă.

– Ĕç пулсан кун иртни те сисĕнмест, Чунра та лăпкă, – тет 47 çул пĕрле алла-аллăн тытăнса пурăнакан хисеплĕ мăшăр.

Вĕлле хурчĕ ĕçчен алла юратать тенĕрен, Егоровсем те вĕсене чылай çул тытаççĕ. Ÿркенмен ватăсенчен çамрăксем тĕслĕх илеççĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсем кÿршĕре пĕччен пурăнакан тыл ветеранне – Агриппина Петровăна пăхса пурăнма та ăш пиллĕх çитернĕ. Ырă кăмăллăскерсене кÿршĕ-аршă та мухтать…

Сăн ÿкерчĕкре: Егоровсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика