Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИМЛĔХ КИРЛĔ

03 декабря 2021 г.

Паянхи кун районта 1684 инвалид пурăнать, вĕсенчен 152-шĕ – инвалидсен районти обществин членĕсем.

Сусăр çынсем сисĕмлĕ чун-чĕреллĕ, çавна май вĕсене куллен пысăк тимлĕх кирлĕ.

Вĕсен пурнăçне кăштах та пулин хаваслăх кÿрес тесе инвалидсен обществин районти уйрăмĕ сахал мар мероприяти йĕркелет. Вĕсен шутне тĕрлĕ çивĕч ыйтăва хускатса çавра сĕтелсем ирттерни, спорт вăййисемпе тĕрлĕ конкурс-викторинăсем йĕркелени кĕреççĕ. Çуралнă кунпа саламласа ăшă сăмахсем калани тата камăн чунне ăшăтмĕ;

Тĕнчере коронавирус чирĕ алхаснăран юлашки вăхăтра мероприятисен шучĕ палăрмаллах чакрĕ паллах. Çапах та пĕр-пĕринпе кварталта пĕр хут та пулин тĕл пулма е мероприяти йĕркелеме май çитерни те пысăк савăнăç. Çавра сĕтел хушшине вырнаçнă май сусăрсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яватпăр. Ларусене яваплă службăсен – халăха социаллă пулăшу паракан, медицина, РФ Пенси фончĕн, социаллă страховани уйрăмĕн, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн районти специалисчĕсем хутшăнни те савăнтарать. Вĕсем, йывăр шăпаллă çынсен пурнăçне май пур таран çăмăллатас тата пулăшас тесе ырми-канми тăрăшакансем, тĕл пулусенче сусăрсене тивекен çăмăллăхсемпе паллаштараççĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ. Инвалидсене патшалăх та тĕллевлĕн пулăшни хавхалану кÿрет.

Инвалидсен вырăнсенчи пуçламăш организацийĕсене ертсе пыракансем хастар. Пуçарулăхпа палăракан А.Корнилова /Аслă Таяпа/, Н.Сергеевăна /Лаш Таяпа/, А.Трофимова /Тăрăм/, Н.Борисова /Аслă Елчĕк/ уйрăмах ырăпа палăртса хăварас килет. Кăçал Çăварни уявне хаваслă ирттерме май килчĕ. Елчĕк уявне паллă тунă кун инвалидсем ятарлă викторинăра хутшăнса палăрчĕç. Н.Данилова /Елчĕк/, Л.Кузнецов /Курнавăш/, М.Алексеев /Çĕнĕ Пăва/, М.Васильев /Елчĕк/ уйрăмах хастар пулчĕç. Ятарлă литература конкурсĕнче вара А.Трофимов /Тăрăм/ мала тухрĕ.

Майлă самантпа усă курса районта пурăнакан пĕтĕм инвалида уяв ячĕпе саламлатăп. Яланах таса та çирĕп сывлăхлă пулăр, вăрăм кун-çул сире.

Чир-чĕре парăнар мар, мал ĕмĕтлĕ пулар.

Л.АНИСИМОВА,
инвалидсен обществин районти уйрăмĕн ертÿçи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика