Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂСТАЛĂХ ТĔНЧИНЕ ЙЫХĂРАТЬ

03 декабря 2021 г.

ĂСТАЛĂХ ТĔНЧИНЕ ЙЫХĂРАТЬ

Чи илемлĕ вăхăт вăл ачалăх. Этемĕн тĕп пахалăхĕсем шăпах ачаран йĕркеленеççĕ. Çитĕнекен ăрăва ачалăхри савăнăçлă аса-илÿсене ĕмĕрлехех упраса хăварма районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ пулăшать. Кунта кашни ачах хăйне килĕшекен пĕрлешÿсене çÿресе ăсталăха туптама, пушă вăхăта усăллă ирттерме пултарать. Кунти пултаруллă педагогсем хăйсен ăсталăхне çитĕнекен ăрăва парас тесе нумай тăрăшаççĕ.

Пултарулăх çуртĕнче вĕренекенсем валли ултă тĕрлĕ пĕрлешÿ ĕçлет. Кама мĕнле çул-йĕр килĕшнине шута илсе ачасем вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме, робот техникине пуçтарса çÿретме, компьютер технологине алла илме, çут çанталăка, тăван тавралăха тĕпчеме, шахмат вăййине алла илме пултараççĕ. Çавăн пекех космос уçлăхне тĕпчекенсемпе спортпа туризма юратакансем хаваспах çÿреççĕ пирĕн пата.

Коллектив туслă. Хамăра тĕрлĕ енлĕ аталантарса, çĕнĕ технологисене алла илсе хальхи пурнăç таппипе тан утса пыма тăрăшатпăр. Чи пуçаруллисенчен пĕри – Лариса Векова. Вăл Канаш районĕнчи Яманкасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Малтанах тăван ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. Унтан Сикассинчи вăтам шкула утнă. Алла аттестат илсен И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне чăваш чĕлхипе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 1992 çулта Вырăскасси ялĕнчи Юрий Вековпа çемье çавăрнă. Савнă мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ÿстернĕ. Халĕ Вековсен икĕ мăнук ÿсет.

Лариса Николаевна вĕрентÿ ĕçне Çуткÿлти тăхăр çул вĕренмелли тĕп шкулта пуçланă. Малтанах садикре воспитательте, 1994 çултан аслă вожатăйра, каярахпа ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 2015 çулта пултаруллă вĕрентекен Елчĕкри хушма пĕлÿ паракан ачасен пултарулăх çуртне вырнаçнă. Кунта анлă тавра курăмлă педагог кĕçĕн классенче вĕренекенсене ал ĕçне хăнăхтарас енĕпе тимлет: вĕтĕ шăрçапа, çиппе тĕрлеме вĕрентет. Ачасене вăл тĕрĕре чăваш пурнăçĕ, савăнăçĕ, ыратăвĕ пулнине ăса хывтарать. Çавăн пекех пĕчĕк алă ăстисене пирĕн йăх-несĕлĕмĕрсем пин-пин çул каяллах мĕн калас тенине çĕвĕ чĕлхипе палăртнине тĕплĕн ăнлантарать.

«Илемлĕх тĕнчене çăлать», – тенĕ вырăс писателĕ Ф.Достоевский. Мĕн ачаран илемлĕхе чун-чĕрепе туйма вĕренекенсем тĕрлĕрен ÿкерчĕксем ăсталаççĕ. Пÿрнесемпе ĕçленĕ май вĕренекенсен моторики те лайăх аталанать.

– Лариса Николаевна питĕ пултаруллă педагог. Пирĕн ачасем – Марийăпа Екатерина кашни эрнере унăн занятийĕсене сиктермесĕр çÿреççĕ. Кашни ачапа уйрăммăн ĕçлессине те тĕпе хурать вĕрентекенĕмĕр, – тет Татьяна Муратова.

Ăш пиллĕ те ырă кăмăллă педагог часах ачасемпе пĕр чĕлхе тупать. Çавăнпа та юратаççĕ ăна хушма пĕлÿ илме килекенсем.

Э.СМИРНОВА,
ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Л.Векова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика