Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ çулне такăрлатса…

17 декабря 2021 г.

Шăнкăртам Юхмапа Пăлаçи тăрăхĕнче вырнаçнă тутар ялĕсенчен чи пысăкки кăна мар, вăл историе кĕрсе юлнă ял та. Унăн сумĕ, чапĕпе чыс-хисепĕ пĕтĕм Раççейĕпех сарăлнă. Кунта çуралса ỹссе пурнăç çулĕ çине тухнă çынсем хушшинче кам кăна çук-ши?

Çырнине çирĕплетсе ку тăрăхри анлă хушаматпа çỹрекен Купкеновсен çемйине çеç тĕслĕх вырăнне илни çав тери вырăнлă пулĕ. Минегель Зиатдиновнăпа Ахмергали Арифуллович тăватă ачана хĕвел çути парнеленĕ. Ашшĕпе амăшĕ пысăк пĕлỹ илмен çынсем пулсассăн та çак çемьерен икĕ врач тухнă. Минкадыр - Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина наукисен кандидачĕ, 30 ытла монографи авторĕ. Хусанта ĕçлесе пурăннă тухтăрăн кун-çулĕ ытла та вăхăтсăр татăлни çывăх тăванĕсен чун-чĕрисене ỹт илейми суран кỹрсе хăварчĕ. Минкадыр çул çинчи аварире сарăмсăр вилнĕренпе вунă çул ытла иртрĕ ĕнтĕ. Вăл 49 çулта кăна пулнă ун чухне. Пиччĕшĕнчен илсе юлнă эстафетăна паян унăн йăмăкĕ Фарида çỹлте тытса пырать. Республикăн тĕп хулинчи сыватмăшсенчен пĕринче ĕçлекен тухтăра сывалса тухакансем хисеплеççĕ. Купкеновсен тепĕр хĕрĕ Лилия вара вĕрентекен профессине кăмăлланă. Хальхи вăхăтра вăл тивĕçлĕ канура. Унăн хĕрĕ, Гузель, Минкадырпа Фарида пекех хăйĕн ĕç-хĕлне медицинăпа çыхăнтарнă. Чирлĕ çынсене сипленĕ хушăрах çамрăк ăслăлăхра та самаях ăнăçлă утăмсем тунине палăртма питĕ кăмăллă. Гузель - медицина наукисен кандидачĕ.

Ку тĕлте вара шăпах Купкеновсен аслă ывăлĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма вăхăт çитрĕ. Фарид Ахмергалиевич, çак кунсенче хăй çуралнăранпа 60 çул çитнине уяв кĕрекинче паллă тума хатĕрленекенскер, хыçа хăварнă çул-йĕрĕ çине çаврăнса пăхать. Çав çул пăрнăç килсе тухманни мĕншĕн ан савăнтартăр-ха ăна. Вăл, хăй сисмесĕрех, аса илỹ тĕнчине путать.

 Шăнкăртамри вăтам шкулăн 8 класĕнчен вĕренсе тухнă вун пиллĕкри ача, ашшĕ пилне,ăша хывнă та Мускаври тир-мамăк техникумне кайса кĕнĕ. Ăнăçлă вĕренсе пынă вăл. Диплом илсен ниçта та мар тăван тăрăхах таврăннă, анчах ашшĕ-амăшĕн килĕнче нумаях киленеймен, ăна Совет Çарне кайма ят тухнă. "Хĕсмете Казахстанра, Джамбул облаçĕнче ирттертĕм,-кăмăллăн пĕлтерчĕ Фарид Ахмергалиевич. - Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçларăм темелле, чуншăн хаклă тăрăха аслă сержант званийĕпе таврăнтăм мар-и? Килте киленсе те, рехетленсе пурăнас шухăшăм пулмарĕ, тỹрех атте ĕçлекен Йĕпреç районне çул тытрăм. Кунта район райповĕн хатĕрлев кантурĕнче ĕç тупăнчĕ. Пĕлетĕр-и, вăхăтлăха кăна килтĕм терĕм те, çак кантур маншăн яланлăх ĕç вырăнĕ пулчĕ-тăчĕ. Вăрманлă-юханшывлă тăрăхра 35 çул иртсе кайнине сиссе те юлаймарăм-çав...

Фарид Купкенов хатĕрлев кантурĕнче тăрăшнă вăхăтрах тĕп ĕçрен уйрăлмасăр, аслă пĕлỹ илнĕ иккен: унăн Мускаври коопераци институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕреннине çирĕплетекен диплом пур. Хатĕрлев ĕçĕнче иртнĕ 35 çулта мĕнле кăна Хисеп хучĕпе Тав çырăвне тивĕçмен-ши ветеран? Вĕсен шучĕ те çук. Анчах та хаклăран та хаклă награда вырăнне вăл Раççейри потребительсен обществин Тĕп союзĕ 1982 çулта панă Хисеп грамотине хурать. Çав çулсенче Фарид Купкенов темиçе хутчен те Йĕпреç районĕн тата Чăвашпотребсоюзĕн Хисеп хăмисене кĕме тивĕçнĕ, ăна "Чăваш Республикин потребкооперацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятпа чысланă. Сăмах май, çак чыса унăн ашшĕ те тивĕçнĕ. Шел, Ахмергали Арифуллович пурнăçран 20 çул каялла уйрăлса кайнă. Ашшĕ çул-йĕрĕпе ывăлĕ малалла шанчăклăн утса пынă. Йĕпреçсем мĕн паян кунчченех Фарид Купкенова ăшшăн аса илеççĕ. Вăл, сывлăхĕ хавшанă хыççăн, Йĕпреçрен кайнăранпа кунта пысăк улшăнусем пулса иртрĕç, рынокăн йышлă пăтăрмахне парăнтарайман хатĕрлев кантурĕ те саланса кайрĕ...

Потребкоопераци ветеранĕ халĕ хăйне сăпка сиктерсе ỹстернĕ тăван ялĕнче пурăнать. Вăхăта ахаль ирттермест вăл, савнă мăшăрĕпе, телей-тивлетне те, хуйхи-суйхине те яланах пĕрле пайлакан Алсу Минхарисовнăпа бизнес тĕнчине палăрмаллах ăнăçлă утăмсем тăвать. Вĕсем Шăнкăртамра "Крокус" кафе уçнă, кунта ял çыннисем кăна мар, Юхма Ен тăрăхĕнчи ытти ялсенчен те килсе тăраççĕ. "Крокус" юбилейсемпе паллă уяв кунĕсене палăртмалли шанчăклă вырăн пулса тăчĕ. "Хамăн çул-йĕрĕме ывăлăмсем малалла такăрлатаççĕ,- кăмăлĕ çĕкленсе кайнине палăртса каларĕ Фарид Ахмергалиевич.- Рефиспа Фанис самаях ăнтаракан предпринимательсем. Вĕсене хăйсен мăшăрĕсем Разиляпа Лилия, пирĕн юратнă кинĕмĕрсем ĕнтĕ, куллен пулăшса пыраççĕ. Хамăр та, клиентсем те кăмăллă вĕсен ĕçĕсемпе..."

 Алсупа Фарид Купкеновсем тăватă хутчен асанне тата асатте пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ку хисеп çакăнпа кăна чикĕленмессе шанаççĕ вĕсем. Ара, "пурнăç йывăççи" çĕнĕ хунавсемпе пуянланас шанăç хавхалантарать иккĕшне те. Рафиспа Фанисăн ачисем Карим, Амина, Ариф, Кадыр. Вĕсем, Купкеновсен çывăх тăванĕсем пекех, пурнăçра хăйсен тĕллевĕсене çитеççех. Шăнкăртамри анлă сарăлнă хушамат ỹлĕмрен те çутă çăлтăр пек çуталса ялкăшасса шанса пурăнни савăк туйăмсем çуратать ватлăх çулĕпе сулмаклăн утакан аслашшĕпе асламăшне...

 Фарид Ахмергалиевич çав тери телейлĕ те савăнăçлă. Унăн чун-чĕрине ырă туйăмсем "çунат" сараççĕ. Вăл хăй çак таранччен хыçа хăварнă çул тĕрĕс те тỹрĕ пулса тухнипе çав тери кăмăллă.

 Геннадий КУЗНЕЦОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика