Янтиковское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх муниципаллă практика

17 декабря 2021 г.

Чи лайăх муниципаллă практика

Районта иртнĕ кунсенче Чăваш Енри юстици ĕçĕсен Патшалăх службин ертÿçин çумĕ Игорь Михайлов пулнă.

Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа вырăнта граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Райадминистрацин структура подразделенийĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе право сехечĕ йĕркеленĕ, ыйтусем çине хуравланă.

Чăваш Енре тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илекен граждансен 47 категорине палăртнă. 2021 çулта вăл ушкăна çавăн пекех «вăрçă ачисене», Раççей тата СССР хисеплĕ донорĕсене, «чернобылецсене» кĕртнĕ.

Игорь Михайлов ĕçлĕ визита чыславпа вĕçленĕ. Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регионти тапхăрĕнче тĕрлĕ номинацире палăрнисене – Аслă Пăла Тимеш /1-мĕш вырăн/, Елчĕк /2-мĕш/, Аслă Елчĕк /3-мĕш/ ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ертÿçисене ?сăн ÿкерчĕкре/ Дипломсемпе наградăланă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика