Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес акана çĕнĕ сеялкăпа тухасчĕ

03 декабря 2021 г.

Çитес акана çĕнĕ сеялкăпа тухасчĕ

 Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Шкул хыççăн тăван ялĕнче юлнă, механи­заторта ĕçлеме пуçланă, çар хыççăн та тăван хуçалăхах таврăннă, хурçă учĕпе вăй хунă. Пултаруллă çынна малтан машинăпа трак­тор бригадине ертсе пыма шаннă, каярахпа Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн тилхепи те унăн аллине куçнă. Хисеп Палли орденĕн кавалерĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Чернов 2008 çулта хресчен-фермер хуçалăхне чăмăртанă.

  Йывăр тапхăр

‒ Владимир Федорович, сирĕн ĕç био­графийĕ 1976 çулта трактористра вăй хума пуçланинчен тытăннă. Ку енĕпе ăçта пĕлӳ илтĕр?

‒ Тракторист специальноçне ун чухне вăтам шкулти ĕç урокĕнчех алла илме май пурччĕ. Хуçалăхра ĕçлеме пуçласан мана чи малтан гу­сеницăллă тарактор шанса пачĕç. Вунă çул трак­торпа, комбайнпа ĕçленĕ хыççăн мана коллек­тив трактор бригадин бригадирне суйларĕ. Çак тивĕçе 16 çул пурнăçларăм. Çĕнĕ должноçра ‒ механикре ‒ чухне пайтах çул çӳреме тиврĕ: Чаллă Çырти, Волгоградри трактор завочĕсен­чен техникăн саппас пайĕсене турттартăм.

‒ Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче сире Ленин ячĕллĕ хуçалăх ертӳçине суйланă. Пуриншĕн те паллă: çав вăхăт нихăш енĕпе те ăмсан­малла марччĕ.

‒ Хуçалăх хавшанăччĕ, малтанхи чапне, вăйне çухатма пуçланăччĕ ĕнтĕ. Председа­теле лариччен пĕр çул коммерци ĕçĕпе аппа­ланса пăхрăм. Çак ĕçе те тĕрлĕ хуçалăха тех­ника пайĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăнтар­нăччĕ. 2001 çулта хуçалăх ĕçченĕсем ертӳçе улăштарас шухăшлă пулчĕç. Мана, ĕмĕрĕпех вырăнта вăй хунă механизатора, унтан меха­никре ĕçленĕскере, ЯХПК председательне суйларĕç. Çичĕ çул тар тăкрăм. Кусем те йы­вăр тапхăра лекрĕç. Специалистсем, механи­заторсем, фермăра ĕçлекенсем çитместчĕç, пурте тенĕ пекех вăрăм укçа шыраса Мускава, ытти тăрăха ĕçлеме çӳретчĕç. Ĕçлекенсене вă­хăтра шалу пама чăнахах майсем çукчĕ, бар­терпа аппаланма тиветчĕ. Ял хуçалăх таварĕ­сем питĕ йӳнĕ пулчĕç. Хуçалăх тытăнса юлтăр тесе тĕрлĕ майпа ĕçлеме тăрăшрăм: Шупаш­карти сăра завочĕпе çыхăну йĕркелерĕм, унта тата ытти предприятие урпа сутса тытăнкала­са тăтăмăр. Çав çулсем хуçалăхшăн чăннипех питĕ йывăр пулчĕç.

‒ Хуçалăх арканчĕ-и?

‒ Çук, хуçалăх пĕтмен, çапах манран парăм­семпе юлчĕ. Пултарнă таран çичĕ çул туртрăм хуçалăха, анчах ун хыççăн председательтен хам ирĕ­кпе тухрăм.

Куç хăрать те алă тăвать

‒ Хресчен-фермер хуçалăхне çав çулах йĕркелерĕр-и?

‒ Çав çулах. Механизатор­та, председательте ĕçленĕ чух­нехи çыхăнусем те пулăшрĕç. Хуçалăхран пĕр кивĕ ДТ-трактор илнĕччĕ. Ăна тĕпрен юсанă хыççăн йĕркеллĕ ĕçлеттерсе ятă­мăр, арăмăн шăллĕн те трактор пурччĕ, унпа усă куртăмăр. Иккĕмĕш сыпăкри тăван Нико­лай Герасимов та чылай пулăшрĕ. Çапла май­па çав çуркунне хуçалăхăн сухаланмасăр выр­тнă 200 гектар çĕрĕ çинче тырă акса хăварма пултартăмăр.

‒ Паянхи куна усă куракан лаптăка миçе гектара çитертĕр?

‒ Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ӳстерсе пыма пултар­тăмăр. Хальхи вăхăтра 506 гектар çĕрпе усă ку­ратпăр. Татах илме хирĕç мар, анчах пушши, усă курманни ку тăрăхра урăх çук.

‒ Фермер ĕçĕнчи чи ăнăçлă çул хăшĕ пулчĕ?

‒ 2012 çул. Хамăр вăйпа «МТЗ-80» трактор, ытти агрегат туянма пултартăмăр. 2014 çул та начар мар килсе тухрĕ: тыр-пул тухăçĕ са­май савăнтарчĕ. Çав çул лизинг мелĕпе тепĕр трактор – «Беларуç 12-21» ‒ илтĕмĕр, унтан ‒ çĕре çемçетекен культиватор. Çапла майпа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ура çине тăтăмăр. Гараж­сем, тыр-пул упрамалли склад турăмăр. Унта 1200 тонна тырă вырнаçать. Хуçалăх усă кур­ман тепĕр кĕлете юсарăмăр. Пĕлтĕр тыр-пул пуçтаракан «НОВА 340» комбайнлă пултă­мăр, ăна 5 миллион та 600 пин тенкĕ парса ту­янтăмăр. Республикăн патшалăх программи­пе килĕшӳллĕн унăн хакĕн 40 процентне та­вăрса пачĕç. Çак майпа усă курни пире самай пулăшрĕ. Кăçал та çĕнĕ «МТЗ 1523» трактор илтĕмĕр, унăн хакĕн 40 процентне те патша­лăх саплаштарчĕ.

‒ Патшалăха тырă сутатăр-и?

‒ Сутатпăр. Пĕр вăхăт тырă хакĕ питĕ йӳнĕччĕ. Кăçалхи тухăç савăнтарсах каймасть, çапах хакĕ аптрамалла мар: урпана ‒ 15 тенкĕ­пе, çурхи тулла 16 тенкĕпе сутатпăр. Шупаш­карти элеватора 200 тоннăна яхăн ăсатрăмăр. Ĕлĕкрех рапс та, ыраш та акаттăмăр, халĕ урпа, тулă çитĕнтеретпĕр. Унсăр пуçне нумай çул ӳсекен тĕрлĕ курăк пур. Кăçал 7 пин цент­нер тырă пуçтарса илтĕмĕр, пĕлтĕрхи тухăç икĕ хут пысăкрахчĕ. Питĕ лайăх шăтса тух­нă тĕш тырра пучаха ларсан шăрăх, типĕ çан­талăк ĕнтсе ячĕ. Каярах акнисем аван тухăç илчĕç. Çанталăка пĕлейместĕн вĕт. Тырра, утă-улăма фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсене паратпăр. Шалу та начар мар тухать. Ĕçлекене тӳлетпĕр, кӳрентерместпĕр. Вĕсене тытса тă­малла, тивĕçтермесен урăх çĕре тухса кайма та пултараççĕ. Тырра ял çыннисене те сутат­пăр. Манăн шухăшпа, вырăнта пурăнакансе­не фермер хуçалăхĕсем çак енĕпе пысăк пу­лăшу кӳреççĕ.

Шанăç ‒ çамрăксенче

‒ Хуçалăхри ĕçсене мĕн чухлĕ çынпа пурнăçласа пыратăр?

‒ Пĕр механизатор тата пĕр агроном пур. Агрономĕ ‒ хамăн ывăл. Сергей Чăваш пат­шалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлӳ илчĕ, çарта тăчĕ. Унтан таврăнсан пĕрле ĕçлеме пуçларĕ. Ĕççи вăхăтĕнче комбайн çине те ларать. Борис Адюков механизатор манпа 2008 çултанпах юнашар вăй хурать. Хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче Шупашкарта пурăнакан хĕр Кате­рина тата унăн мăшăрĕ Влад отпуск илсе пу­лăшма килеççĕ. Мăшăрăм Роза Петровна, ĕмĕрĕпе бухгалтерта ĕçленĕскер, бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Сергейăн мă­шăрĕ Алина хамăр ялсемех, вăл ‒ предприни­матель, район центрĕнче вăй хурать.

‒ Ялта сирĕн пек фермерсем тата пур-и?

‒ Фермер хуçалăхĕ мансăр пуçне тата тă­ваттă. Пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Тепĕр чухне вĕсен техники мана кирлĕ пу­лать е манăн вĕсене ‒ пулăшатпăр. Генна­дий Афанасьев пахча çимĕç, сухан севок çитĕнтерет, лайăх тухăç илет. Усă кура­кан çĕрĕ шыв хĕрринче вырнаçнă, шăвар­малли майсемпе усă курать. Типĕ çул та пысăк тухăç илет. Ыттисем те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

‒ Тата хăш енĕпе ĕçлеме кăмăл пур?

‒ Ĕмĕт, пурнăçа кĕртмелли, питĕ ну­май. Тырă тасатакан комплекс илесси пир­ки шухăшлатпăр-ха, мĕншĕн тесен хальлĕхе ĕлĕкхи сортировкăсемпех усă куратпăр. Пу­ласлăхра çавсене туянмаллах. Унпа ĕçлеме машинист та кирлĕ пулĕ. Кĕлетсем çитеççĕ, çапах çитес çул тепĕр кĕлете реконструкци тума палăртрăмăр. Техникăран тата сеялкă­сем илмелле, халĕ пуррисем самай кивелчĕç. Çитес акана çĕнĕ сеялкăпа тухасчĕ.

‒ Выльăх-чĕрлĕх самăртма шухăш çук-и?

‒ Татăклăн калаймастăп. Хам та çамрăках мар ĕнтĕ. Ывăлăн шухăш-кăмăлĕ вара, чăнах та, ку еннелле туртăнать. Пĕтĕм шанăç çам­рăксенче. Вĕсен кăмăлĕ пулсан эпĕ, паллах, хирĕç пулмăп.

Надежда СМИРНОВА («Хыпар» хаçатран)

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика