Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиртен сыхланмаллах

07 декабря 2021 г.

Район администрацийĕнче тунтикунсерен иртекен планеркăра район больницин тĕп врачĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан И.И.Ефремова халăх сывлăхне сыхлас енĕпе лару-тăру мĕнле пулнипе паллаштарчĕ.
Уйрăмах вăл паянхи кун çивĕч тăракан ыйту — коронавирус чирĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен юлашки эрнере чирлекенсен йышĕ чакни паллă. Анчах та чир лăпланать теме çук. Коронавирус çав-çавах хальхи вăхăтра хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та унран сыхланмалли пур мерăсене те çирĕп пăхăнмалла. Хальхи вăхăтра районти 25 çын коронавирусран больницăсенче сипленет, иртнĕ эрнере пĕр çын пурнăçран уйрăлнă.
Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, прививка тăвасси малалла пырать. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти 11204 çын вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе прививка тунă, 640 çынна ревакцинациленĕ. Район больницинчи мобильлĕ ушкăнсем ялсене те тухса çÿреççĕ. Иртнĕ эрнере çеç 235 çын вĕсен пулăшăвĕпе усă курнă, пурăнакан вырăнтах прививка тутарнă. Вĕсенчен 54-шĕ 60 çултан иртнисем пулнă. Прививка тутарма çулталăк пуçланнăранпа район больницине 14765 доза вакцина килнĕ. Прививка тутарас текенсене тĕп больницăра ирхине 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен йышăнаççĕ.
И.Ефремова районта гриппа чирлекенсем пуррине те палăртрĕ. Юлашки вăхăтра ачасем ытларах чирлени те паллă. Çавăнпа та ку чиртен прививка тăвасси пырать. 10776 çынна грипп чирĕнчен вакцинациленĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлетпĕр ĕнтĕ, тĕнчере те, пирĕн çĕршывра та коронавирус енĕпе лару- тăру çав-çавах кăткăс-ха. Çав чирпе вилекенсем те нумай. Вăл инкекрен асăрханмалли чи шанчăклă мел вакцинаци пулса тăрать. Çавăнпа та вăхăтра прививка туни пĕлтерĕшлĕ.
Прививка тутарни, профилактика мерисене çирĕп пăхăнни коронавирус чирне çĕнтерме пулăшатех. Çакна кашни çын ăнлансан аван пулмалла. Нумайăшĕ профилактика мерисене пăхăнасшăн мар. Çакă вара тĕрĕс мар. Кашни кунах районта мобильлĕ ушкăнсем ĕçлеççĕ. Вĕсем суту-илÿ точкисене, организацисемпе предприятисене тĕрĕслеççĕ. Пур çĕрте те çирĕп йĕркене пăхăнаççĕ теме çук. Хăш-пĕр суту-илÿ магазинĕсене QR-кодсăрах кĕрсе тухма пулать. Çакă — йĕркене пăхăнманни. Апатлану заведенийĕсене, суту-илÿ магазинĕсене тытса тăракансен QR-код тĕрĕслесе кĕртессине йĕркелемелле. Çакна мобильлĕ ушкăн членĕсем çирĕп тĕрĕслеççĕ. Йĕркене пăхăнманнисен явап тытмаллах.
Ю.МИХАЙЛОВ
хатĕрленĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика