Янтиковское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне выльăх алла пăхать

26 ноября 2021 г.

Ĕне выльăх алла пăхать

Хĕл тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ шайри продукци туса илесси вĕсене мĕнле тăрантарнинчен, паллах, çакăн валли мĕнле условисем йĕркелесе панинчен те нумай килет.

Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас шутпа районти ветеринари службин специалисчĕсемпе пĕрле хальхи вăхăтра тăтăшах ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен выльăх-чĕрлĕх фермисенче пулса куратпăр. Малтанласа «Победа» ОООпа Ленин ячĕллĕ, «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсемпе «Прогресс» АХОсене çитрĕмĕр. Тĕрĕслев вăхăтĕнче уйрăмах витесенче выльăхсене хĕл каçма условисем туса парассипе, ветеринарипе санитари йĕркисене епле пăхăннипе, пахалăхлă апат мĕн чухлĕ хатĕрленипе, выльăхсен кулленхи рационне мĕнле йĕркеленипе кăсăкланатпăр, сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне çĕнетессипе тата выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнĕрен тăвассипе е модернизацилессипе малашлăхра пурнăçлама палăртакан ĕçсем çине те тимлĕх уйăратпăр. Кадр ыйтăвĕ, фермăра ĕçлекенсене ĕç укçипе тивĕçтересси те малти вырăнта ку чухне.

Фермăсене модернизацилесси çине пысăк тимлĕх уйăракансем пирки калас пулсан та, «Победа» ОООра кăçал 9 миллион тенкĕлĕх пăру вити хута кайнă, «Труд» ЯХПКра та пысăк ĕçсен вĕçне тухса пыраççĕ, çитес вăхăтрах кунта 150 пуç мăйракаллă шултăра выльăх вырнаçакан /6 миллион тенкĕлĕх/ вите ĕçе кĕмелле.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлинчен те ытларах апат хатĕрленĕ, вăл пĕр условлă выльăх пуçне 32 центнер тивĕçет.

И.ГОРШКОВА,
район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист эксперчĕ

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика