Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану паркĕ палăкпа пуянланчĕ

23 ноября 2021 г.

Çĕньялти "Хавал" кану паркĕ ракетчик-артиллерист ветерансем тăрăшнипе хăйсен професси уявĕ умĕн палăкпа пуянланчĕ. Унăн çине "Ракетчиксене - Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисене" тесе çырнă.

Çак ятпа кунта палăка чысласа уяв йĕркелерĕç. Пухăннисене Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Алина Антонова тата ыттисем те саламларĕç. Çавăн пекех Çĕньял ял клубĕн ĕçченĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Палăк çĕклес ĕçе хастар хутшăннисем Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова çак пуçарушăн Р. Нягина, А. Антонова тата В. Антонова уйрăммăн тав туса хăварчĕ. Шăпах вĕсем çине тăнипе паянхи кун кану паркĕнче мăнаçлă палăк уçăлнине палăртса хăварчĕ.

Сумлă лару-тăру хыççăн пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе ăмăрту йĕркелерĕç. Кунта Н. Живова çитекенни пулмарĕ. А. Антонов иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

А. ИВАНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика