Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплетме - комплекс

23 ноября 2021 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Треньелĕнчи уçă çĕрти физкультурăпа сывлăх комплексĕнче пулнă, кунта строительство ĕçĕсене еплерех вĕçлесе пынипе паллашнă.

Объекта кăçалхи август уйăхĕнче "Демографи" наци проекчĕн "Спорт - пурнăç норми" регионти проектпа килĕшỹллĕн тума пуçланă. "Стройкомфорт" пĕрлешỹ лапамра 7 млн тенкĕлĕх никĕс хывнă, "Эконика" пĕрлешỹ 1,2 млн тенкĕлĕх монтаж тунă. "Торакол" пĕрлешỹ 13 млн тенкĕлĕх кирлĕ хатĕр вырнаçтарнă: футбол уйне, чупмалли çула тата спорт лапамне ятарлă виткĕч хунă, мини-футбол тата футбол валли хапхасем, салатса пуçтармалли трибунăсем, тренажерсем тата ыттине те вырнаçтарнă.

Рудольф Селиванов Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Рубцова строительство ĕçне тĕплĕн тĕрĕслесе тăмаллине, подряд организацийĕсен представителĕсене палăртнă çитменлĕхсене пĕтермеллине, пахалăхшăн тăрăшмаллине каланă.

 - Ку объект сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансемшĕн, спортпа туслисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вăл пуриншĕн те, уйрăмах çамрăк ăрушăн, хăйне майлă трамплин пулса тăмалла. Лапам ялти çынсене спортпа сывлăхĕсене çирĕплетме май туса парать. Подряд организацийĕн шаннă тивĕçе вăхăтра пурнăçламалла тата физкультурăпа сывлăх комплексĕ илĕртỹллĕ вырăнсенчен пĕри пулмалла... - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

(Хамăр корр.) 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика