Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал - тăваттăмĕш, пĕтĕмĕшле - вуннăмĕш

23 ноября 2021 г.

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче çитĕнекен ăрăва ăс-тăн, сывлăх тĕлĕшĕнчен аталанма районта çулсеренех тĕрлĕрен программăпа ырă ĕçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çак кунсенче çеç Туçари вăтам шкулта "Точка роста" центр уçăлнă. Кăçал çеç районта шкул ачисене ку чухнехи компьютер технологийĕпе, физика, биологи, хими предмечĕсемпе цифра лабораторийĕн пулăшăвĕпе ĕçлеме май паракан тăватă центр (маларах Аслă Чементи, Турханти, Тутар Сăкăтĕнчи шкулсенче уçăлнă) вĕренекенсене йышăнчĕ. Районĕпе вĕсем паян 10 вĕренỹ учрежденийĕнче ĕçлеççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Ку таранччен "Точка роста" центрсем информатика, технологи, ОБЖ предмечĕсемпе ĕçленĕ пулсан, 2021 çултанпа вĕсем хăйсен форматне улăштарнă, кăçалтан шкул ачисем физика, хими, биологи предмечĕсемпе те компьютер технологийĕпе анлăрах пĕлỹ илме пултараççĕ. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика