Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулăх тăрантарма тăрăшаççĕ

23 ноября 2021 г.

Витесем таса та ăшă, апат тутлă та техĕмлĕ пулсан çеç выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме май пур. Çак чăнлăха «Искра» колхозра дояркăсемпе выльăх самăртакансем çеç мар, фермăра тăрăшакан механизаторсем те лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем ирхине ирех çитсе ĕçе пуçăнаççĕ.
Владимир Николаевич Ксенафонтов 1986 çулта, тракторист-машинист правине илнĕренпе ял хуçалăх производствинче тăрăшать. Тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ техникăпа вăй хунă вăл, кирек ăçта та пултарулăхпа палăрса тăнă. Трактор-и, автомашина-и — унăн техники çула тухма яланах хатĕр. Юлашки çулсенче Владимир Николаевич «Искра» хуçалăхра кустăрмаллă тракторпа тăрăшать. Çу каçа вăл уй-хирте нумай ĕç пурнăçланă. Çуркунне акакан агрегатпа вăй хунă, каярахпа калчасене апатлантарас, çумкурăкран, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран им-çамсем сапас енĕпе ĕçленĕ. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра нумай çул ÿсекен курăксен хирĕсенче вăй хунă.
Хальхи вăхăтра В.Ксенафонтов Хырай Ĕнел сĕт-çу ферминче тăрăшать. Кун каçа ятарлă агрегатпа апата вĕтетсе выльăхсене валеçсе парать. Çак ĕçре вĕсем Н.В.Воробьевпа улшăнса ĕçлеççĕ. Çак механизаторсемех тислĕке те турттарса тăкаççĕ.
Кунĕпех ĕç шавĕ тăрать фермăра. Ĕçченсем хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ĕнесем сĕт антарасси, вăкăрсем ÿт хушасси, çамрăк пăрусем ÿссе аталанасси вĕсен хастар ĕçĕнчен нумай килет-çке.
Ю.ГАВРИЛОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика