Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене çынсем çывхартаççĕ

29 октября 2021 г.

Кăтартусене çынсем çывхартаççĕ

30 çынна пĕрлештерсе тăракан «Победа» ОООри ĕне фермин коллективĕ çак вăхăтчен тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларакан йышшинчен мар. Отчетлă тапхăрти производство кăтартăвĕсем те çакна çирĕплетсе параççĕ.

Çĕнĕ технологисене аталантарса пынипе пĕр вăхăтрах пĕтĕмĕшле ĕне выльăхсен хисепне, çав шутран сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне те кашни çул ÿстерсе, çĕнетсе пыракан ял хуçалăх предприятийĕнче кăçалхи 9 уйăхра та усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 1654,7 центнер сĕт, 116,2 центнер аш-какай туса илнĕ.

Пĕтĕм ĕçе тĕпрен механизациленĕ, хальхи вăхăтра робот техникипе те анлăн усă куракан «ăслă» фермăри ĕçе те çын пурнăçланине «Победа» ООО дирекцийĕ шута илет. Çакна кура ĕне выльăх самăртакан тата ĕне сăвакан операторсене, тĕп специалистсене, ĕç кăтартăвĕсене кура, тивĕçлипе хавхалантараççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, фермăра ĕçлекенсен шалăвĕ те пысăк.

Сăн ÿкерчĕкре: Галина Трофимова тĕп зоотехник. Хăй ĕçне витĕр пĕлекен специалист вăл.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика