Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛЕС КĂМĂЛ ПЫСĂК

29 октября 2021 г.

ĔÇЛЕС КĂМĂЛ ПЫСĂК

Курнавăшри почта çыхăну уйрăмне хальхи вăхăтра Наталия Смирнова ертсе пырать. Кĕске вăхăтрах пĕрле ĕçлекенсемпе, ку тăрăхра пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупрĕ вăл.

Уйрăмри почтальонкăсем – Светлана Фомина, Людмила Иванова, Галина Векова пĕр-пĕринпе чылай çул килĕштерсе тăрăшаççĕ. Ял çыннисене хаçат-журнал валеçнисĕр пуçне, пенсипе те вăхăтра тивĕçтереççĕ. Ку уйрăмра «Елчĕк ене» 182 экземпляр çырăннă. Хальхи вăхăтра çыхăну ĕçченĕсем 2022 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас пирки тимлеççĕ. Почтальонкăсен ĕçлес кăмăл пысăк. Хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ вĕсем.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Фомина, Н.Смирнова, Л.Иванова, Г.Векова

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика