Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАЛĂХПА ÇЫХĂННĂ ХАКЛĂ ÇЫННĂМĂРСЕН УЯВĔНЧЕ

08 октября 2021 г.

АЧАЛĂХПА ÇЫХĂННĂ ХАКЛĂ ÇЫННĂМĂРСЕН УЯВĔНЧЕ

Кĕрхи илемлĕ кун хăйĕн капăрлăхĕпе иртенпех тыткăнлать. Ылтăн, хĕрлĕ, çав вăхăтрах саралсах ĕлкĕреймен хурăн çулçисем шухă çил вĕрсенех çĕр çине вĕçе-вĕçе ÿкеççĕ. Елчĕкри искусство шкулне васкакан педагогсем тротуар çинчи çĕнĕ пустава – çулçăсене чăштăртаттарса, хаваслă туйăмпа утаççĕ. Вĕсене вĕрентекенсенпе ача садĕнче ĕçлекенсен кунне паллă тума йыхравланă. Ачалăхпа çыхăннă хаклă çыннăмăрсен професси уявĕсем пĕр вăхăталла килеççĕ. Çавăнпа та ăна çулсерен пĕрле уявласси ырă йăлана кĕнĕ.

Кăшăллă вирус ниепле те хăпма пĕлейменрен, ку енĕпе лару-тăру районта та çивĕчрех тăнăран, кăçалхи уява награда илекенсемпе вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисене кăна чĕннĕ.

Савăнăçлă мероприяти район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернован салам сăмахĕсенчен пуçланчĕ. Районти чи пархатарлă та сумлă профессисен ăстисен праçникне район пуçлăхĕ Алина Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тулли кăмăлпа хутшăннине пĕлтерсе пухăннисене ăшшăн саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕç. Чылай çул районти вĕренÿ сферине çÿллĕ шайра ертсе пынă Леонард Васильевич яланах районти вĕрентекенсемпе мăнаçланнине, мухтаннине халĕ те уççăн палăртрĕ.

Аса илтерсен вырăнлă пулĕ, вĕрентекенсен уявне Парижра 1966 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче учительсен статусĕ пирки пынă конференцийĕнче палăртнă. Унтанпа пирĕн аннесемпе аттесем, аппасемпе пиччесем, эпир тата пирĕн йăмăксемпе ачасем çулсерен хамăра пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă пĕрремĕш вĕрентекенсене, аслă классенче пĕлÿ панă учительсене куç умне кăларса тăратса тав тăватпăр, вĕсен авторитечĕ пысăккине аса илетпĕр. Мăнуксем те хăйсен воспитателĕсемпе вĕрентекенĕсене хакласса шанатпăр. Мĕншĕн тесен учитель ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕр тăршшĕпех пархатарлă та йывăр професси шутĕнчен тухас çук.

Паян районти шкулсенче 239 педагог тăрăшать. Вĕсен йышĕнче нумай çул ĕçлесе паха опыт пухнисем, тивĕçлĕ ĕçшĕн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, ятарлă паллăсем, хисеплĕ ятсем илнисем те вуншарăн. Пысăк квалификациллĕ педагогсен йышĕ çулран-çул хушăнса пырать. Çакă чăннипех те учительсен сăваплă ĕçне хисепе хунипе çыхăннă. Вĕренÿ сферинче курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн, ачасене воспитани панă çĕрте нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Çĕнĕ Пăвари Лариса Викторова, Курнавăшри Надежда Кузнецова, Елчĕкри Татьяна Маркова, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ шкулти Надежда Хушкина вĕрентекенсем «Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе воспитанийĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна илме тивĕçрĕç.

2021 çул республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен çулталăкĕ пулнипе асра юлĕ. Ăна халалласа шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ĕç паттăрĕсене чысласа ирттернĕ курăмлă ĕçсем пурнăçланă Курнавăшри Евгения Корниловăпа Аслă Таяпари Галина Малова Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен 80 çул каяллахи ĕçне хакланă юбилей медалĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Ÿссе пыракан ăрăва тивĕçлĕ воспитани панă çĕрте пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ Елена Куприянова, Елчĕкри Надежда Уразаева учитель Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине, «Шевле» ача сачĕн воспитателĕ Наталья Архилина, Патреккелĕнчи Ольга Миллина воспитатель, психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу центрĕн педагог психологĕ Людмила Сайкина, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкулти Ольга Салмина, Елчĕкри Алевтина Смирнова, Алексей Тихонов учительсем район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Профсоюз ĕçĕнчи хастарлăхшăн Чăваш Республикин Профсоюзĕн Хисеп грамотине тивĕçнисен йышĕнче – «Чебурашка», «Солнышко», «Шевле» ача сачĕсен заведующийĕсем Ольга Иванова, Светлана Кудряшова, Наталия Петрова. Чăваш Енри халăх вĕрентĕвĕпе наука ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотине Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкулти Ираида Павлова учитель, «Чебурашка» ача садĕнчи Валентина Гаврилова воспитатель, «Шевле», «Солнышко» ача сачĕсенчи Лидия Можаевăпа Ираида Яковлева воспитатель пулăшуçисем, Аслă Таяпари Валентина Ялманова библиотекарь илчĕç.

Уява пухăннисене саламласа искусство шкулĕн преподавателĕсем, хушма пĕлÿ çуртĕнче ăсталăх туптакан шкул ачисем юрă-ташăра чăннипех те пултаруллă пулнине тивĕçлипе çирĕплетсе савăк кăмăлпа хавхалану парнелерĕç.

Ведомство наградисене илнисен пит-куçĕ хитре чечексен ытамĕнче ытарлăн çутални, вĕсене ĕçтешĕсем умĕнче чыслани малашне тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарни куçкĕретех.
Мероприятие ертсе пынă Елчĕкри учительсене – Владимир Николаевпа Ольга Кузьминана професси уявĕнче ырăпа аса илмесĕр те вырăнлă мар. Пултаруллăскерсем вĕрентÿре те маттур, шкул тулашĕнчи ĕçсенче, общество пурнăçĕнче те яланах харсăр.

В.КИРИЛЛОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика