Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВИÇÇĔРИ ЫВĂЛ АШШĔНЕ, ВИÇÇĔРИ ХĔР АЧА АМĂШНЕ ПУЛĂШТĂР

22 октября 2021 г.

ВИÇÇĔРИ ЫВĂЛ АШШĔНЕ, ВИÇÇĔРИ ХĔР АЧА АМĂШНЕ ПУЛĂШТĂР

Çĕнĕ Пăвари Çамрăксен урамĕнче çу кунĕсенче ача-пăча хаваслăн вылянине асăрхатăн та чунра ăшăлăх хуçаланать. Уçă сывлăшра савăнакан ачасене халĕ тăтăшах кураймастăн та, хĕпĕртетĕн шăпăрлансем телевизор е телефон «ăшне» кĕрсе ÿкменшĕн. Ачалăх – кашни çыннăн чи асамлă та хаваслă вăхăчĕ. Вăл мĕнле иртесси, паллах, ашшĕ-амăшĕнчен килет. Николайпа Ольга Крысовсем ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстерессине, тăванлăхра çирĕп вăй пулнине тĕп тĕллев вырăнне хураççĕ. «Хамăр та мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Уншăн паянхи кун та атте-аннене тав тăватпăр. Епле пулсан та ĕç – пурнăç тыткăчи. Ĕçпе пиçĕхнĕ ачана пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма та çăмăлтарах. Ĕç воспитанийĕ кирлех тесе шутлатпăр», – теççĕ вĕсем.

Николай 5 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Çĕр ĕçне, техникăна кăмăлланă. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтне, агроном специальноçĕ илес тесе вĕренме кĕнĕ. Виççĕмĕш курс хыççăн юлташĕсенчен юлас мар тесе салтак аттине тăхăннă. Икĕ çул службăра тăнă хыççăн тăван яла таврăннă. Кунта яштака та чипер хĕре – Оля Кукурузовăна тĕл пулнă та тÿрех унпа çемье ыйтăвне хускатнă. Йышлă çемьере çитĕннĕ илемлĕ пике çаврăнăçулăхĕпе, вăр-вар та çивĕч пулнипе каччăн чĕрине тÿрех кĕрсе вырнаçнă. Шупашкарти кулинари училищинчен вĕренсе тухнă хĕр кану кунĕсене тăван ялта ирттернĕ. Нумай вăхăт туслă çÿремен çамрăксем – çут тĕнчене пĕр-пĕриншĕн килнине ăнланнă, ашшĕ-амăшĕсем пек ялта тарăн хунав ярса нумай ача çуратса ÿстерме тĕв тытнă.

2000 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче ялта çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Чи малтанах телейпе çиçекен мăшăр тĕп килте пурăннă. Унтан çĕнĕ çĕре уйрăлса тухнă.

– Пĕчĕк çеç, икĕ чÿречеллĕччĕ эпир туяннă туса пĕтереймен çурт. Ăна йĕркене кĕртсен лупас турăмăр. Ял çыннин тем тесен те картишĕ пулмалла, унта выльăх-чĕрлĕх çÿремелле, – тет Николай Федорович.

Çамрăксем ĕçрен нихăçан та ÿркенсе тăман. «Икĕ алла – пĕр ĕç», – тенĕ те шăкăл-шăкăл калаçса мĕнпур кил хушшинчи ĕçе пĕрле пурнăçланă. Çамрăк кин ĕç шыраса хăшкăлман – пĕр шикленмесĕр ферма сукмакне такăрлатнă. Мĕн пĕчĕкрен килте ĕне суса ÿснĕрен дояркăн çăмăл мар тивĕçĕ хăратман ăна. Тăрăшуллă Николая та «Сатурн» колхозра ăшшăн кĕтсе илнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех лаша кÿлсе хиртен улăм-арпа, утă турттарнă йĕкĕт хастарлăхĕпе тыткăнланă хуçалăх ертÿçисене. Каярахпа пултаруллă тракторист, ăста комбайнер кирек ăçта та тÿрĕ кăмăллă ĕçĕпе, шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçланипе палăрнă.

Çулсем иртнĕ май харсăр çемьере хăйсем ĕмĕтленнĕ пек йыш хыççăн йыш хутшăннă. Чи малтанах çут тĕнчене Анна килнĕ. Ÿснĕçемĕн амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ, кĕçĕннисене пăхаканĕ пулнă. Хĕр пĕрчи мĕн пĕчĕкрен ташлама юратать. Елчĕкри искусство шкулĕнче ташă ăсталăхне 6 çул вĕреннĕ. Шăллĕ-йăмăкĕсене юратнăранах хĕр воспитатель профессине суйласа илнĕ. Тăхăр класс хыççăн Шупашкарти педагогика колледжне вĕренме кĕнĕ. Халĕ Анна тĕп хулари садикре тăрăшать. Килте асли пулнă май ăна шăпăрлансемпе пĕр чĕлхе тупма питĕ çăмăл. Хальхи вăхăтра вăл куçăмсăр майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче пĕлĕвне малалла ÿстерет.

Кирилл шкула кайичченех техникăна кăмăлланă. Ашшĕпе пĕрле трактор-комбайн рульне тытнă. Ывăл ача ашшĕн йĕрнех пусать тенĕрен кăçал Кирилл çуллахи каникул вăхăтĕнче комбайнер пулăшаканĕнче тăрăшнă. Пĕчĕкренех вăл кил картине тирпейлĕ тытассине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Вăтам шкул хыççăн спортпа туслă Кирилл Шупашкарти аслă шкула çул тытнă. Халĕ вăл политехника институтĕнче экономиста вĕренет.

Никита, хальхи вăхăтра килте чи асли пулнăран, ашшĕн пулăшуçи. Ÿснĕçемĕн пиччĕшĕн тивĕçĕ ун çине куçнă. 8 класра вĕренекен арçын ача спортпа туслă. Телевизорпа вăл ытларах спорт передачисемпе кăсăкланать. Хăй те волейболла, футболла ăста вылять.

Çемьере ырă йăла çирĕпленнĕ: ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕр-пĕр ĕçе хистесе пурнăçлаттармаççĕ, хăйсене килĕшекеннине суйлама ирĕк параççĕ. Çавăнпа хĕр ачасем пÿртре, кухьнăра ытларах кăштăртатаççĕ, ывăлсем вара хаваспах картишĕнчи ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Яна кăçал пĕрремĕш класа кайнă.

– Аслисем ÿснĕ чухне шкула кайиччен вулама вĕрентмелле мар ачасене тетчĕç. Халĕ шкул çулне çитичченех пепкен пурне те пĕлмелле. Ятарласа вĕрентсе лармасăрах, хăй тĕллĕн вĕренчĕ вулама Яна. Аппăшĕпе тетĕшĕсем хыççăн кĕçĕннисене пĕлÿ тĕнчине кĕме çăмăлтарах. Пĕр-пĕринчен ыррине курса хăнăхса ÿсеççĕ. Ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанччăр тесе вылямалли теттесем, каярахпа шухăшлав, шутлав вăййисем, кĕнекесем нумай туянатпăр. Планшечĕ, компьютерĕ те пур, – тет Ольга Георгиевна.

Кĕçĕнни, Антон, тăватă çулта. Халех техникăна юратни курăнать. Унăн пÿлĕмĕнче трактор-машина нумай. Кашнийĕнпе вылять, вĕсем мĕнле маркăллине пĕлет. Выляса ывăнсан пурне те шăкăрин пуçтарса «гаража» типтерлĕн вырнаçтарать.

Крысовсен ачисем шкулта лайăх вĕренеççĕ. Халĕччен пĕрин те чĕрĕксенче «3» паллă тухса курман. Аслисене кура кĕçĕннисем те ашшĕ-амăшĕн питне хĕретмессе шанаççĕ Николайпа Оля.

Çемьере тирпей-илеме, перекетлĕхе хаклаççĕ. Кил-çуртра таса та çутă. Йыш пысăк пулсан та ниçта та ытлашши япала выртмасть. Çулла ачасем пахчара кăштăртатаççĕ. Пурте пĕрле. Крысовсен анисем çинче çум курăк кураймăн. Пĕр тăвансем амăшĕ е ашшĕ каласса кĕтмеççĕ, хăйсем тĕллĕнех пахчана тухса çум çумлаççĕ.

…Ирхине виçĕ сехет çурă. Оля хăнăхнă йăлапа вырăн çинчен сиксе тăчĕ те тумланса ĕçе утрĕ. Кулленхи ĕç-хĕл çапла пуçланать дояркăн. Ĕне сăвакансен ĕçне чылай енĕпе механизациленĕрен йывăрлăх хăратмасть хĕрарăма. Хальхи вăхăтра вăл 70 ĕне сăвать.

Мăшăрĕ ĕçе васкаса тухса кайнă хыççăн кăштах вăхăт иртсен арçын та ура çине тăрать. Килти ферма вара ун çинче. Тăван хуçалăхра заправщикре, склад заведующийĕнче тăрăшаканскерĕн ĕçе кайиччен 5 ĕне сумалла, айсарăмне тасатмалла, сĕтне патшалăха сутмалла… Арçын ĕнесене аппаратпа сăвать. Çавăнпа та йывăр ĕç тесе шутламасть кил картинчи выльăх-чĕрлĕхе пăхассине. Ашшĕне ку ĕçре малтан Кирилл пулăшатчĕ, халĕ Никита хăй çине илнĕ. Ирхине тăрасси те йывăр мар арçын ачана. Ашшĕ кăштах çывăртăр-ха тесе вăратмасть ăна, вăл ашшĕ-амăшнех хывнă, тăри пек çăмăл ыйхăллă. Ирхи ĕç малалла каять тени тĕрĕсех çав. Сыснасем те самăртать харсăр çемье. Никитăна уйрăмах кроликсене пăхма килĕшет.

«Алăра ĕç вĕремесен хуранта яшка та вĕреймĕ», – теççĕ чăвашсем. Ачисем амăшĕ çумĕнче килти аш-какайран тĕрлĕ катлет, студень е шашлăк хатĕрлеççĕ. Пĕчĕккĕ Антон та аслисемпе пĕрле пельмень ăсталать. Килте ÿстернĕ пахча-çимĕç, улма-çырла хĕл каçма нумай хатĕрлеççĕ. Сĕт-турăх, тăпăрчă-хăйма татăлмасть сĕтел çинчен. Аслисем ачасем усăллă апат-çимĕç çисе сывă та тĕреклĕ ÿсчĕр тесе тимлени куç кĕрет.

Ĕçне кура – тупăшĕ те. Патшалăха сĕт сутса кăна Крысовсем çемье кассине уйăхне 50 пин тенкĕ чĕрĕ укçа кĕртеççĕ. Укçи-тенки çителĕклĕ пултăр тесен вара вĕсем çăвĕпе тар тăкса утă-улăм хатĕрлеççĕ, тонни-тоннипе тислĕк кăлараççĕ… Килте хатĕрленĕ утă çитменнипе укçалла та туянаççĕ. Йышлă вылăха хĕл каçма сахал мар курăм кирлине пурте лайăх ăнланатпăр.

Йыш пысăккине кура, тÿшекне кура уруна тăс тенĕрен, Николайпа Ольга çуртне пысăклатас тесе ăнтăлнă. 2007 çулта нумай ачаллă çемьене патшалăх та пулăшнă, çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Икĕ хутлă çуртне хăпартнă çĕрте иккĕшĕн тăванĕсем те нимелле нумай вăй хунă. Ялта пĕр тăванĕсем нумай пурăннăран чăннипех ăннă вĕсене. Кашни пысăк ĕçе пĕрле канашласа, туслăн пурнăçлаççĕ. Тăван тени тăварпа пиçнĕ тенине пысăка хурса хаклаççĕ Крысовсем. Ачисене те пĕчĕкренех тăванлăх, кăмăл-сипет туйăмĕсен чи ырă енĕсене вĕрентеççĕ.

– Хăвăра нихăçан та кÿрентерме ан парăр, усал çынран пăрăнăр, пĕр тăвансен яланах пĕр-пĕриншĕн кар тăмалла. Кĕçĕннин аслин сăмахне тĕп вырăна хумалла. Чи пĕрремĕш вырăнта çемье тени пуш сăмахсем ан пулччăр, – тесе ăс парать ывăл-хĕрне Николай Федорович.

Çемьере юрату, тăнăçлăх хуçаланать. Ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланнăран ачисем те шăкăл-шăкăл пуплеççĕ, сас хăпартмаççĕ. Акă, Яна шкултан килчĕ те тÿрех ашшĕне шкул хыпарĕсемпе паллаштарчĕ, Антон амăшне паян курнă мультфильм пирки каласа пачĕ. Унтан ашшĕпе амăшĕ картишне тухрĕç. Вĕсем выльăхĕсене шăварнă, апат панă вăхăтра ачасем килти доска çинче ÿкерчĕксем тума пуçăнчĕç. Яна питĕ ÿкерме ăста. Шăллĕ те ун хыççăн аппаланать.

Ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ вĕсем. Çурчĕ хăтлă. Хулара хваттер туянма та мехел çитернĕ. Çав вăхăтрах çемьепе пĕрле уявсене тухса кĕме автомашина та туяннă.

– Ку япаласем паянхи саманара пуянлăх мар. Хальхи вăхăтра пурте лайăх пурăнаççĕ. Хамăр пурнăçа эпир хамăр йĕркелетпĕр. Ачасене çын тăвас тесен пирĕн нумай тар тăкмалла-ха. Ырана юлнă ĕç ырхан пулать тенĕрен, пурнăçа кĕртмелли ĕçсем пайтах,- тет 44 çулхи арçын.

Крысовсем яланах ял-йышпа юнашар. Тăван-пĕлĕш нумайран хăнана тăтăшах çÿресен те Николай эрех-сăрапа иртĕнмест. Пирус туртмасть. Укçа-тенкĕне тар юхтармасăр ĕçлесе илме вĕренменрен ăна тĕтĕмпе мăкăрлантарса яракан арçынсене ăнланмасть вăл. Кил хуçи общество ĕçне те хастар хутшăнать. Тăван ял территорине е масара тирпей-илем кĕртмелле – Николай Федорович яланах активлисен ретĕнче. Çавăн пекех вăл «Сатурн» ЯХПК правленийĕн членĕ. Суйлав вăхăтĕнче кăçал та ăна сăнавçă тивĕçне пурнăçлама шаннă.

Оля пушă вăхăт тупăнсанах ал ĕçĕ тытать. Вăхăтĕнче нумай тĕрленĕ. Халĕ ытларах çыхма кăмăллать. Район хаçатĕнче пичетленекен çемьесен пурнăçĕпе интересленсе паллашать.

Сăн ÿкерчĕкре: Крысовсен çемйи /2019 çул/.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика