Шальтямское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вěлле хурчěсене хěле хатěрленеҫҫě.

15 октября 2021 г.

Ҫанталăк кунсерен тенě пекех сивěтсе пырать. Эппин , вěлле хурчěсене хěллехи тапхăра хатěрлеме вăхăт. Нумаях пулмасть район администрацийěн пуҫлăхěн ҫумě- АПК организацийěсемпе ҫыхăнса ěҫлекен пай пуҫлăхě Сергей Михайлов тата районăн тěп агрномě Валерий Долгов ҫак ěҫе «Мелилотус» ял хуҫалăх кооперативěнче еплерех йěркеленипе паллашнă. Асăннă кооператив Шелтем ял тăрăхěнче 2018 ҫулта чăмăртаннă. Ᾰна Николай Николаев ертсе пырать. Предприяти пыл пуҫтарса ăна тирпейлессипе тата вырнаҫтарассипе ěҫлет. Ял тăрăхěнче 15 ҫын валли ěҫ вырăнě йěркеленě.

Предприятире пыла банкăсене тултарнипе пěрлех квас тата лимонад туса кăлараҫҫě.Вěлле хурчěсемпе ăста утарҫăсем: Игорь Васильев, Иван Мардарьев тата Александр Захаров ěҫлеҫҫě. Вěсем иртен пуҫласа мěн каҫчен хăйсен ěҫ вырăнěсенче. «Пионер»  агрофирмăн тěп агрономě Эдуард Калишов пěлтернě тăрăх, хуҫалăхра ҫуркунерен пуҫласа мěн кěркуннеччен пыл пуҫтармашкăн тěрлě тапхăрта ҫеҫкене ларакан культурăсене акнă. Кооперативăн тěп хурт-хăмăр ăсти Игорь Валерьевич палăртнă тăрăх, вěлле хурчěсене хěл каҫмашкăн пыл ҫителěклě хăварнă. Кашни ҫемье кăҫал 25 килограмм ытла тавар пылě пуҫтарса хатěрленě пулнă.

Первоисточник: Канаш ен

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике   
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429324, Чувашская Республика, Канашский район, д. Новые Шальтямы, ул. Спортивная, д. 2
Телефон: 8(83533) 62-5-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика