Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утнăçем уçăлать çул-йĕрĕ

05 октября 2021 г.

Светлана Кулакова Чăваш Ишек ялĕнчи учительсен çемйинче çуралнă. Ялти, кỹршĕри Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. 10 класс хыççăн аслă вĕренỹ заведенине çул тытнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, ĕçлеме тăван ялĕнчи шкулах таврăннă. Унта библиотекарь тивĕçĕсене пурнăçланă, çав вăхăтрах чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ирттернĕ.

2003 çулта Светлана Пантелеймоновна Ыхра Çырми шкулне куçать. Пурнăç таппинчен юлмасăр ĕçлет. Вĕрентỹ ĕçĕнче усă куракан хальхи çĕнĕ технологисене те хапăл тусах йышăнать.

"Ачасен ĕçне йĕркелесе пыма пĕлмелле, интереслентермелле вĕсене. Унсăр пуçне пĕр чĕлхе тупма та тăрăшмалла. Вăйпа ĕçлеттерни, ирĕксĕрлесе вĕрентни вара усă кỹместех. Ĕçре эпĕ халăх педагогикине тĕпе хуратăп. Ача хăйне тытма пĕлнинчен пуçласа тăван чĕлхене юратма вĕрентесси таранах кĕрет унта. Тата çакна та палăртса хăварас килет, ача кирек мĕнле предмета та учитель урлă юратма тытăнать. Çавăнпа та вĕрентекенĕн ăслă, пултаруллă, анлă тавра курăмлă, ырă кăмăллă пулмалла", - тет вĕрентекен.

Светлана Пантелеймоновна ачасене вĕсен пултарулăхне, интересне, сывлăхне шута илсе тĕрлĕ меслетпе вĕрентет. Вĕренĕве уйрăмшарăн йĕркелессипе ĕçлет. Çак тĕллевпе чи малтан чăваш чĕлхипе литератури кабинетне йĕркелет. 2000, 2013, 2017, 2018 çулсенче кабинет районта чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Ăна кăтарту пособийĕсемпе, методика литературипе пуянлатнă, кашни урок валли ятарлă папка хатĕрленĕ. Кашни тематикăпа тĕрлĕ шайлă уйрăм карточка тунă, библиотекăпа анлăн усă курать. Çавăнпах ĕнтĕ унăн урокĕсем тарăн шухăшлă, интереслĕ иртеççĕ, вĕренекенсене ĕçлĕ, эстетикăлла воспитани пама пулăшаççĕ. Ачасем çĕнĕ материала урокрах тарăннăн ăнланса юлаççĕ. Уншăн тĕп тата иккĕмĕшле урок çук. Çыру ĕçĕсене яланах вăхăтра ирттерет, вĕрентỹ материалне пурнăçпа çыхăнтарать.

Светлана Пантелеймоновна класс тулашĕнчи ĕçсене те çỹллĕ шайра туса пырать. Воспитани ĕçне ачасен çулне, интересне кура йĕркелет, кашнинпе уйрăм чĕлхе тупать. Вăл пуçарнипех шкулта "Хунав" кружок йĕркеленĕ, кунта ачан творчествăллă шухăшлавĕ аталанать.

Светлана Пантелеймоновна - районти "Авангард" хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ. 1996 çултанпа çыхăну тытать унпа. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн пĕрре мар хаçат редакцийĕн Хисеп грамотине тивĕç пулнă. Çавăн пекех унăн статйисем час-часах "Халăх шкулĕ" журналта, "Хыпар" хаçатра, тĕрлĕ сборникра кун çути кураççĕ. "Сан яту вĕрентекен", "Иртнĕ кунсен çути" брошюрăсем пичетлесе кăларнă вĕрентекен.

 Унăн вĕренекенĕсем кашни çулах район, республика шайĕнче иртекен олимпиадăсене, тĕрлĕ енлĕ конкурса, конференцисене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çулленех кам та пулин аслă шкула чăваш филологи факультетне вĕренме кĕрет.

2004 çулта "Çулталăк учителĕ" конкурсра финалист пулнă. "Вĕрентỹ процесĕнче педагогика технологийĕсемпе усă курмалли чи лайăх модель" тупăшура та 2-мĕш вырăна тухнă, "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурс призерĕ. 30 çул ĕçлесе тăватă класс кăларнă, паянхи кун та класс руководителĕ

. 2010 çулта вĕрентекен "Раççей Федерацийĕн хисеплĕ вĕрентỹ ĕçченĕ" сумлă ята тивĕçет. 2019 çулта районти вĕрентỹ ĕçĕнчи "Чи лайăххи" номинацире çĕнтерỹçĕ пулать. 2014 çултанпа районти чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи.

Светлана Пантелеймоновна шкул кашни ачашăн савăнăç çурчĕ пулса тăтăр тесе сахал мар тăрăшать. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе лăпланса лармасть. Яланах шыравра, яланах çĕннишĕн çунать. Тавра курăмне анлăлатас тĕллевпе нумай вулать, хаçат-журнал чылай çырăнать.

Педагогикăри ĕçĕсем Светлана Кулакова вĕрентекенĕн сумлă, чи ырă сăмахсене тивĕç. Никам çулĕпе те мар, хăйĕннипе утать вăл.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика