Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх юррисем шăраннă

28 сентября 2021 г.

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче халăх юррисене шăрантаракансен «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи конкурсĕ иртнĕ. Ăна республикăри халăх творчествин центрĕ И.Вдовина ячĕпе йĕркеленĕ.
Ираида Григорьевна Вдовина ялти вĕрентекен пулнă. Вăл нумай çул пĕрчĕн-пĕрчĕн халăх юррисене пуçтарнă. Унăн ятне аслă ÿсĕмри çынсем паянхи кун та лайăх астăваççĕ. Вăл шăрантарнă юрăсене куракансем хапăлласа йышăннă. Унăн репертуарĕнче тĕрлĕ тематикăлла 800 ытла халăх юрри пулнă. Шел, 1985 çулта И.Вдовина ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Çапах та унăн юррисем паянхи кун та пурăнаççĕ. Çакна конкурса хутшăнакансен географийĕ тата йышĕ çулран-çул ÿссе пыни те çирĕплетет.
Кăçалхи конкурс пĕрремĕш хут куçăмсăр майпа иртрĕ. Апла пулин те республикăри 14 районтан тата Санкт-Петербург хулинчен пурĕ 67 заявка килнĕ. Конкурсантсен пултарулăхне искусствоведени докторĕ, музыковед, профессор М.Г.Кондратьев ертсе пыракан жюри хакланă.
Халăх юррисене шăрантаракан ятарлă музыка пĕлĕвĕ илмен юрăçсем хушшинче пирĕн районти Михаил Чаркин 3-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Ятарлă музыка пĕлĕвĕ илнисен йышĕнче Елена Маштанова 2-мĕш, Татьяна Макарова 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Çавăн пекех хамăр районти Тăманлă Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче 4-мĕш курсра вĕренекен Николай Ильин 1-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿçĕсене ÿсĕмсемпе саламласа малашне те творчествăра çитĕнÿсем сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика