Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи пĕтĕмлетÿсем паллă

21 сентября 2021 г.

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче ирхине 8 сехетре Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе брифинг ирттернĕ.
Тĕп суйлав комиссийĕн регионти председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх учас- токри суйлав комиссийĕсен протоколĕсенчен 98 процентне пăхса тухнă. Унăн сăмахĕ тăрăх вĕсемпе килĕшÿллĕн суйлав кампанийĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тума май пур. Çапла вара, малтанхи пĕтĕмлетÿсем çакăн пек: Канашри пĕр мандатлă 37-мĕш округпа РФ Патшалăх Думин хальхи депутачĕ Анатолий Аксаков 41,74 процент сасă пуçтарса çĕнтернĕ, Шупашкар пĕр мандатлă 38-мĕш округпа «Единая Россия» парти кандидачĕ Алла Салаева 39,89 процент сасă пуçтарса мала тухнă.
РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕнче Чăваш Енре «Единая Россия» — 37,24 процент, КПРФ — 22,48 процент, «Справедливая Россия — За правду» — 14,92 процент, ЛДПР — 6,8 процент, «Новые люди» 5,67 процент сасă пуçтарнă.
— Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче, историре пĕрремĕш хут, 6 партирен депутатсем пулĕç, — пĕлтернĕ Александр Цветков.
Малтанхи пĕтĕмлетÿсемпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕнче партисемпе илсен çакăн пек кăтарту: «Единая Россия» — 35,07 процент, КПРФ — 21,32 процент, «Справедливая Россия — За правду» — 15,13 процент, ЛДПР — 7,05 процент, «Партия пенсионеров» — 6,95 процент, «Новые люди» — 5,88 процент.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика