Шальтямское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашкăрҫырми 111 ҫула ҫитрě.

27 августа 2021 г.

Кашкăрҫырми 111 ҫула ҫитрě.

Кашкăрҫырми – Канаш районěнчи чи пěчěк ялсенчен пěри. Пěршенер ялěнчен 20- мěш ěмěр пуҫламăшěнчех куҫса килсе тěпленнěскер кăҫал 111 ҫул тултарнă.

Ялта ку таранччен социаллă пěлтерěшлě пěр объект та пулман. Лавкка таврашě ҫукран куллен кирлě тавара туянма е Маяка, е Канаша ҫӳреҫҫě. 2010 ҫулта Еремеевсен ҫемьи пуҫарнипе тата йěркелесе пынипе кунта Тăван ҫěршывăн Аслă вăрҫинче пуҫ хунисене асăнса палăк лартнăччě. Пушар хăрушсăрлăх тěлěшěнчен пушар машини валли шыв илмелли ятарлă вырăн  чавса тунă. Ялта пуху, концерт, тěлпулусем ирттерме нимěнле вырăн та ҫуккипе аптраса ҫитнěрен Сергей  Александрович кăҫал ҫуркунне ял варрине беседка лартма шутланă. Ĕҫе пикеннě: ҫурт никěсне янă, стенисене хăпартнă, кăмака лартнă, ҫуртăн стенисене ăшă тытмалла тунă, тултан профнастил ҫапса капăрлатнă. Беседка вырăнне пěчěкех мар самай хăтлă ҫурт пулса тăнă. Пěчěк ялшăн вăл халь – чăн-чăн клуб.

Обществăлла лапама православи уявěнче – пан улми сăпасěнче уҫнă май кашкăрҫырмисене район администрацийěн пуҫлăхě Владимир Степанов, Патшалăх Канашěн депутачě Виталий Иванов, «ЭКРА» ООО директорěн право ыйтăвěсемпе ěҫлекен ҫумě Артем Владимиров, Шелттем ял тăрăхěн пуҫлăхěн тивěҫěсене туса пыракан Елена Мардарьева саламларěҫ.

Первоисточник: Канаш ен

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике   
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429324, Чувашская Республика, Канашский район, д. Новые Шальтямы, ул. Спортивная, д. 2
Телефон: 8(83533) 62-5-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика