Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ача-пăча лапамĕ - савăнăç кĕтесĕ

20 августа 2021 г.

 Район центрĕ çулсеренех хитреленсе, капăрласа пырать. Çĕнĕ çуртсем хута каяççĕ, маларах тунисене юсаççĕ, нумай хутлă патшалăх çурчĕсен территорийĕсене хăтлăх кỹреççĕ тата ытти те. Кашни çулах Чăваш Ен Пуçлăхĕн тирпей-илем çинчен калакан хушăвĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнче ача-пăча лапамĕсем хута кайни яла аталантармалли программăпах çыхăннă.

Çак кунсенче çеç Киров урамĕнчи 28-мĕш çурт таврашне асфальт, тротуар сарнипе, картисене улăштарипе пĕрлех ача-пăчана выляса савăнма, хул-çурăмне тĕреклетме ятарлă лапам уçнă. Унта паян шăпăрлансемпе пĕрлех аслисем те савăнаççĕ, физкультурăпа спорт кĕтесĕнче сывлăхне çирĕплетеççĕ, канса лараççĕ.

- Вăтăр çула яхăн пурăнатпăр çак çуртра. Юнашарти шурлăх вырăн пире яланах чуна ыраттарнă. Унта çỹп-çап, ăпăр-тапăр çеç пуçтарăннă. Халĕ çак территори пирĕншĕн тата таврари çуртра пурăнакансемшĕн илемлĕ вырăн пулса тăчĕ. И. Рубцова подрядчик кĕске вăхăтра тата тирпейлĕ çак лапама туса пĕтерчĕ. Паян кунта хамăрăн мăнуксем те, хуларан хăнана килнĕ ачасем те чунтан хĕпĕртеççĕ, - тет Ю. Андреев пурин савăнăçне пайласа тата тав сăмахне çитерсе.

Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх çак кунсенчех Мичурин урамĕнчи 7, 7А, 9 тата 16,18-мĕш, Киров урамĕнчи 33-мĕш çуртсен таврашĕнче те ача-пăча лапамĕсем шăпăрлансен савăнăçлă сассипе тулĕç.

А. НИКОЛАЕВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика