Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăхпа юлташлăх

13 августа 2021 г.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче Ыхра Çырми ял библиотекинче вăтам шкул çулĕнчи ачасем валли "Туслăхпа юлташлăх çинчен" тематика сехечĕ иртрĕ. Г.Айбетова библиотекарь малтанах çак темăпа калаçу йĕркелерĕ. Чăн-чăн юлташсем пĕр-пĕрне кирек хăçан та пулăшмаллине ăнлантарчĕ. Инкеке кĕрсе ỹксен алă тăсса памаллине палăртрĕ.

Мероприятие хутшăннисем уявсен историне пĕлчĕç. Туслăх çинчен сăвăсем вуларĕç, ваттисен каларăшĕсене аса илчĕç. Хăйсен çывăх тусĕсемпе паллаштарчĕç. Çирĕп туслăх пурнăçра кирек кама та кирлине палăртрĕç.

Ачасемшĕн туслăх пурнăçра чи хакли, кирли пулнине итлеме те кăмăллă пулчĕ. Вулавçăсене библиотекарь туслăх çинчен çырнă кĕнекесене вулама сĕнчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика