Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономика вăййине хутшăнчĕç

13 августа 2021 г.

 Экономика пĕлĕвĕ çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхе е математика евĕрех кирлĕ. Вĕсен ỹссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăмалла-çке. Укçа ĕçлесе илсе ăна тыткалама вĕренмелле. Ăçтан кĕрет-ха укçа? Мĕн вăл тупăш, тăкак е расхут? Стипенди, шалу, преми, пенси интереслентермелле вĕсене. Шăпах çак ыйтусен хуравне тупма пултарчĕç ачасем Сителĕнчи библиотека пунктĕнче ирттернĕ экономика вăййине хутшăнса.

Мероприяти пуçламăшĕнче Оксана Хомуткина библиотекарь чи малтанах укçа историйĕпе паллаштарчĕ. Унтан ăна улăштаракан тенкĕ, пус пирки сăмах пуçарчĕ.

Икĕ ушкăна уйрăлса йĕркеленĕ вăйă та илĕртỹллĕ иртрĕ. Пĕринче "Ĕçлĕ çынсем", тепринче "Ылтăн пуххи" харсăртарах пулчĕ. Экономика задачисене шутларĕç вĕсем. Ребуссем тупрĕç. Таварсем хăшĕ хаклă, хăшĕ йỹнĕ пулнине палăртрĕç. Предложенисене кирлĕ сăмахсемпе вĕçлерĕç. Пуçватмăшсен хуравĕсене пĕлчĕç. Кашни ыйтăва "пиллĕклĕх" хуравларĕç. Илнĕ пĕлĕве çирĕплетме ачасене пĕлекен литература сăнарĕсемпе ỹкернĕ мультфильмсем те пулăшрĕç. Пурте тăрăшса вылярĕç. Туслăх çĕнтерчĕ. Экономикăна тĕплĕн пĕлмеллине палăртса пĕтĕмлетỹ турĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика