Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Егор Селиванов - Раççей спорт мастерĕ

13 августа 2021 г.

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулăн, районти "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн триатон уйрăмĕн выпускникĕ, нумай-нумай ăмăрту çĕнтерỹçи Егор Селиванов вĕреннĕ чухнех район, республика шайĕнче хăйĕн пултарулăхне чылай енĕпе кăтартрĕ. Каччă икĕ çул каяллах, 2019 çулта дуатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Çак кунсенче вара Рязаньти сывлăш десант çарĕсен училищинче пĕлĕвне малалла тăсакан спортсмен триатлон енĕпе (ишессипе, велосипедпа чупассипе, çуран чупассипе) Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Ентешĕн çитĕнĕвĕнче чăн малтанах унăн пĕрремĕш тренерĕн, аслă категориллĕ преподавателĕн Валерий Платоновăн тỹпи пысăк.

- Ырă хыпар маншăн та пысăк савăнăç пулчĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕн уйрăмĕнче тăрăшнă манăн улттăмĕш выпускник Раççей шайĕнче хисеплĕ ята çĕнсе илни - пирĕн пĕрлехи ĕç хакĕ, ашшĕ- амăшĕн тăрăшĕвĕ те,- пĕлтерчĕ 40 çула яхăн çак ĕçре тимлекен Валерий Георгиевич. Сăмах май каласан, тренер хăй те иртнĕ çул "Раççей Федерацийĕн çут ĕçпе воспитани ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллăна илме тивĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика