ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ачана спорта явăçтарнă

13 августа 2021 г.

Мĕн ачаран спортпа туслашнă çын паянхи кун та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать. Вăл сывлăха çирĕплетет, кунсерен утать, чупать, вăхăт тупăнсассăн тĕрлĕ хусканусем тăвать.
Сăмахăм Нĕркеç ялĕнче пурăнакан, ĕмĕрĕпех спорта аталантарассишĕн, ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерессишĕн çуннă маттур та ăста педагог çинчен пырать. Алексей Федорович Волков пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Ахальтен мар, чун ыйтнипе, ачасене спорта явăçтарас тĕллевпе çак çул-йĕре суйланă вăл. Ăста педагог Нĕркеç вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче 41 çул тăрăшнă. Çак вăхăтра вăл вун-вун ачана спорта явăçтарнă, вĕсене малашнехи çула уçма пулăшнă. Алексей Федорович тăрăшнипе, вăл çирĕп ыйтнипе шкул ачисем район, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса пĕрре анчах мар палăрнă.
Футбол, хоккей, волейбол, теннис вăййисене выляма кăмăллакансем республика чемпионĕн ятне сахал мар тивĕçнĕ. Çакă, паллах, педагог тăрăшулăхĕсĕр пулман. Алексей Федорович ăсталăхĕ кашни ачан çитĕнĕвĕнче çирĕпленнĕ.
Çуллахи тата хĕллехи спорт сезонĕсенче ачасем çуран тата йĕлтĕрпе чупассинче яланах палăрнă. Волейбол, футбол вăййисене ăстарах вылякансем те шăпах Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕреннĕ.

Чунне парса ĕçлекен педагог ăсталăхне асăрхамасăр хăварман. Алексей Волков район администрацийĕн, республика ертÿлĕхĕн Тав хучĕсене, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Çавăн пекех çемье архивĕнче Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерствин Хисеп грамоти те типтерлĕ упранать. Вăл — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», педагогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче чысланă Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Алексей Федорович паянхи кун та спорт ăмăртăвĕсенчен айккинче юлмасть. Спорт ветеранĕсем хушшинче йĕркелекен тупăшусене вăл яланах хутшăнать, малти вырăнсенче палăрать.
«Ĕмĕрĕпех спортпа туслă пулнă. Мĕн ачаранах çăмха тапнă, çуран чупнă, йĕлтĕрпе, конькипе ярăннă. Халĕ те çак йăлана пăрахас килмест. Çуллахи вăхăтра çуран утатпăр, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнатпăр, хусканусем тăватпăр. Çакă — пĕтĕмпех хамăр сывлăхшăн», — тет Алексей Федорович.
Çемье пуçĕ ачисене те мĕн ачаран спортпа туслаштарнă. Оксана, Федя, Даша, Сергей — район, республика шайĕнчи ăмăртусене яланах хушăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ. Ахальтен мар Оксана ашшĕн çул-йĕрне суйласа илнĕ. Вăл Нĕркеç вăтам шкулĕн ачисене спортпа туслаштарать.
Спорт ветеранĕ паянхи кун мăнукĕсене тĕрлĕ вăййа явăçтарать. Мĕн ачаран футболла, хоккейла выляма хăнăхтарать. Çуран чупакансем те, йĕлтĕрпе ярăнакансем те пур Волковсен.
Çемьере сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни, спотпа туслашни сывлăхшăн çав тери усăллă пулнине аслисем çеç мар, ачасем те мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿсеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика