Малотаябинское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ЭПИР ПĔРЛЕ ПУЛНИ – ТЕЛЕЙ»

29 июля 2021 г.

«ЭПИР ПĔРЛЕ ПУЛНИ – ТЕЛЕЙ»

Районти ЗАГС пайĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăнчĕ, пухăннисене илемлĕ, çав вăхăтрах пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе саламларĕ.

Раççейре çак уява 2008 çултан паллă тăватпăр. Православи тĕнне ĕненекенсем Петрпа Феврония çветтуйсене – шанчăклăх, юрату тата çемье телейĕн управçисене аса илеççĕ. Легенда тăрăх вĕсем пĕр-пĕрне питĕ юратса, çут тĕнчерен пĕр кунра – 1228 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче – уйрăлнă. Иккĕшне уйрăмшарăн пытарсан та тĕлĕнмелле майпа вĕсен ÿчĕсем пĕр тупăка лекнĕ. Петрпа Феврония юратăвĕ – юратупа шанчăклăх символĕ, мăшăрлă пурнăçăн тасалăхĕн идеалĕ, çемьери килĕшÿпе ăнланулăх тĕслĕхĕ. Çамрăксем çак куна асамлă тесе шухăшлаççĕ, ытларах çак кун пĕрлешме тăрăшаççĕ.

Çемье – обществăн уйрăлми пайĕ, пурнăç тĕрекĕ. Патшалăх сывлăхĕ, тăнăçлăхĕ çемье епле сывланинчен килет. Çемье, юрату тата шанчăклăх уявне паллă тума пуçлани çемье пĕлтерĕшне тата та ÿстерме пулăшать. Уявăн хăйĕн паллисем – черченкĕ салтак тÿми чечекĕ тата медалĕпе орденĕ пур. Нумай çул килĕшÿре пурăннă мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслани – калама çук ырă пулăм. Çак наградăна мăшăрланура 25 çултан кая мар пурăнакансем, ачисене çĕршыва юрăхлă çынсем ÿстернисем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансем тивĕçеççĕ.

Кăçал çак наградăпа районти виçĕ çемьене чысларăмăр. Хисеплисен йышĕнче – Кĕçĕн Таяпари Алексейпе Раиса Смирновсем. Алексей Николаевич Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăн Совет çарĕнче службăра тăнă. Унтан килсен малтан Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозра, кайран «Таябинка» ял хуçалăх предприятийĕнче шоферта тăрăшнă. 1992-2005 çулсенче Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕнче землеустроительте ĕçленĕ, каярахпа çар учечĕн ĕçĕсене туса пынă.

Раиса Егоровна Кÿкеçре повара вĕренсе тухнă хыççăн ялти ача садĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Смирновсем 3 ывăлпа 1 хĕр пăхса ÿстернĕ. Ачисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.

Анатри Тимешри Анатолипе Надежда Игнатьевсем ял çинче тивĕçлĕ ĕçпе пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. Çемье пуçĕ хăйĕн ĕç биографине шалти ĕçсен пайĕпе çыхăнтарнă. Унта вăл 20 çул ытла тăрăшнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ ветеринари тухтăрĕ пулнăран выльăх-чĕрлĕх тытакан ял çыннисене нумай пулăшу кÿнĕ.

Анатолий Андреевичпа Надежда Валентиновна 3 ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ кашнийĕшĕ хăйсем суйласа илнĕ специальноçпа тĕрлĕ сферăра вăй хураççĕ.

Елчĕкри Вячеславпа Светлана Мартыновсем çемье çавăрни çывăх кунсенче 30 çул çитет. Хĕрпе каччă Елчĕкри сельхозхими предприятийĕнче ĕçленĕ чухне паллашнă. Кивĕ Эйпеç хĕрĕ агрохимикре, Елчĕк каччи водительте тăрăшнă ун чухне. Хальхи вăхăтра Вячеслав Николаевич «Чăвашъенкрахмал» организацинче водительте, Светлана Петровна Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнче çар ĕç учетне йĕркелесе пырать.

Мартыновсем 2 ывăлпа 1 хĕр çуратса вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса анлă пурнăç çулĕ çине тăратнă. Çирĕп те туслă çемье ял тăрăхĕнче иртекен общество ĕçĕсенче те харсăр.

Çак виçĕ мăшăр утса пыракан пурнăç çулне савăнса ăшă куçсемпе ăмсанатăн. Леонард Васильевич вĕсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль панă чухне кашнийĕн пит-куçĕнче савăнăç кулли çиçрĕ. Мăшăрсем пĕр-пĕрне çупăрлакан ăшă туйăм вĕриленсех пыни куç умне тухса тăчĕ. Çемьере телейли кăна чăн-чăн телейпе пурăнать. Ахальтен мар паянхи мăшăрсем пĕр иккĕленмесĕрех: «Эпир пĕрле пулни – телей», – теççĕ.

Ашшĕ-амăшне, ял-йышра килĕшÿре тата ĕмĕр сÿнми юратура пурăнакан, умри тивĕçе чыслăн пурнăçлакан мăшăрсене ачисемпе тăванĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, пĕрле ĕçлекенсем ăшшăн саламларĕç.

В.СПИРИДОНОВА,
ЗАГС пайĕн тĕп специалист эксперчĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: уяв хăнисемпе пĕрле.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д.Малая Таяба, ул.Новая, д.17
Телефон: 8(83549) 60-8-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика