Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔМĔРĔ ĔÇРЕ ИРТНĔ

29 июля 2021 г.

ĔМĔРĔ ĔÇРЕ ИРТНĔ

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан 84 çулхи Зинон Степанович Родионов хăй çулĕсене кура мар вашават, çирĕп ăс-тăнлă, халĕ те автомашина рульне алăран ямасть, кирлĕ вăхăтра наччас Елчĕке е ытти çĕре çитсе килет.

– Автомобиль çÿретме ирĕк паракан документа, вăхăчĕ çитнĕрен, 3 çул каялла улăштартăм. Мĕн çамрăклах руль умне ларнă та, сывлăхăм пур чухне унран уйрăлма шутламастăп-ха, – терĕ вăл.

Аслăрах ÿсĕмри çынсем улталама памĕç, çав çулсенче Зинон Родионова районта пĕлмен-палламан çын пулман та тăр. Мĕншĕн тесен вăл пурне те кирлĕ ĕçре – Елчĕкри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра радиомеханик пулса вăй хунă-çке. Телевизор е килте усă куракан ытти аппаратурăна юсакан специалистсем ун чухне таврара сахаллăн, пÿрне хуçса шутламалăх анчах пулнă. Çитменнине, вăл – хăй ĕçĕнчи чăн ăста – профессионал, çавăнпа нумайăшĕ хăй телевизорне е радиприемникне Родионов аллине анчах шанса пама тăрăшнă. КБОна радиоаппаратура юсама леçекенсем нумаййăн пулнине /хальхи пек пĕрре пăсăлсанах вĕсене свалкăна леçмен, май пур таран темиçе хутчен юсаса ĕмĕрне тăсма ăнтăлнă/ кура черет кĕтсе илме те çăмăл пулман. Çакна кура чылай çын унпа ятарласа паллашма анчах мар, юлташлă пулма тăрăшнă.

Унăн ĕç кĕнеки 1953 çултан /16 çул тултарсан/ Елчĕкри МТСра прицепщик пулса ĕçленинчен çырăнма пуçланă. Тепĕр 2 çултанах ăна СХТЗ йышши трактор шанса параççĕ, 5-мĕш бригадăна ĕçлеме çирĕплетеççĕ. 1960 çулта вара Чкалов ячĕпе хисепленекен колхоза чĕнсе илнĕ – кунта водительте вăй хунă. Хăй шăпи: Казахстанри çерем çĕрсене уçма та хутшăннă вăл. Ун хыççăн Канашри çул-йĕр управленийĕнче ĕçленĕ. 1965 çулта пуçласа Хисеп хутне тата «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята тивĕçнĕ. Çак хисеплĕ ята каярахпа темиçе хутчен, унпа пĕрле грамота тата укçан премисем /20-шер, 30-шар тенкĕ – çав çулсенче пысăк сумма шутланнă/ илни çинчен ертÿçĕсем ĕç кĕнекинче палăртса çырма манман.

…Елчĕкри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра ĕçленĕ вăхăтра уйрăмах, ĕç графикĕ тăкăс, ĕлкĕрме çук ĕç нумай пулнă. Клиентсен ыйтăвне туллин тивĕç-терес тесе Зинон Родионов кану, уяв кунĕсене те ĕçре ирттернĕ. Ялсене тухса çÿреме те ÿркенсе тăман. Отпуск вăхăтĕнче килĕрен çÿресе çынсен «чăхăмланă» телевизорĕсене е ытти аппаратурăна «чун кĕртнĕ». Чун-чĕрипе ĕçе парăннăшăн унăн сăн ÿкерчĕкне малтан комбинатри, ун хыççăн пĕр харăсах виçĕ çул хушши /1978, 1979,1980/ районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Ĕçри ăсталăхĕ те çулран-çул ÿссе пынă, малтан 4-мĕш, каярахпа вăл – 5-мĕш, 6-мĕш разрядри специалист. Аптăраман чăваш арĕ Тутар Республикинчи Зеленодольск хулинче те радиомеханик пулса ĕçленĕ, унтан та ырă ятпа таврăннă.

Зинон Родионов аслă электромеханик Аслă Елчĕкре телевышка хăпартас ĕçе те /1982, 1983 çулсем/ пысăк хастарлăхпа хутшăннă.

Зинон Степанович тăхăр теçетке çула вакласа пырать пулин те, иксĕлми вăй-халлă, çирĕп ăс-тăнлă.

– Çакăн вăрттăнлăхĕ мĕнре;, – тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:

– Ĕмĕре чун ыйтнă ĕçре ирттертĕм. Нихăçан та эрех ĕçсе ÿсĕрĕлмен, çăвара пирус хыпса курман…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика