Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта - культура министрĕ

16 июля 2021 г.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă, культура отраслĕн аталанăвĕн малашлăх тĕллевĕсене сỹтсе явнă.

Çавăн пекех вĕсем Тăрăн тата Нăрваш Шăхаль ялĕсенчи клубсенчи юсав ĕçĕсемпе паллашнă. "Вырăнти культура çурчĕ" проектпа килĕшỹллĕн уйăрнă 1,7 миллион тенкĕпе Шупашкарти "Эльбрус" тулли мар яваплă пĕрлешỹ ĕçченĕсем (ертỹçи Андрей Алексеев) Тăрăнти культура çурчĕн тăррине, маччине çĕнетнĕ тата ытти те.

 Нăрваш Шăхалĕнчи клубра юсав ĕçĕсене "Культура" наци проекчĕн регионти "Культура хăтлăхĕ" проект пулăшăвĕпе пурнăçлаççĕ. Çак тĕллевпе 8 млн тенкĕ ытла расхутлама пăхнă. "Булат" тулли мар яваплă пĕрлешỹ (ертỹçи Ринат Абдулвалеев) хальлĕхе пĕтĕм ĕçĕн 80 процентне хыçа хăварнă, августра вĕçлемелле

. Рудольф Селиванов культура сферине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн регион ертỹçисемпе ведомство министрне тав сăмахĕ каланă. Вĕсем тăрăшнипе юлашки çулсенче ял клубĕсемпе библиотекисене юсанипе пĕрлех пурлăхпа техника базине те пуянлатнă. Район территорийĕнче виçĕ клуб çĕнĕрен çĕкленнишĕн епле хĕпĕртемĕн тата. Кăçал та çак сферăна юсав ĕçĕсем ирттерме 12,5 миллион тенкĕ ытла уйăрĕç. Вăл шутран 11,6 миллионĕ федераци бюджетĕнчен, 0,9 миллион тенкине республика саплаштарĕ.

А. ИВАНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика