Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинемей – 90-ра

16 июля 2021 г.

Июлĕн 11-мĕшĕнче Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан ĕçпе тыл ветеранĕ  Анисия Михайловна Плешкова 90 çул тултарчĕ. Сумлă юбилей тĕлне РФ Президенчĕн Владимир Путинăн салам çырăвĕ те килсе çитнĕ.  Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов  9 теçетке çул пурăнакан Анисия Михайловнăна юбилей ячĕпе саламларĕ, парнепе  чысларĕ. 

Кинемей Аслă Чурачăк ялĕнче çурласа ÿснĕ. Ялти 7 çул вĕренмелли  шкултан вĕренсе тухнă та ĕçе кÿлĕннĕ.  Аслă  Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хĕр тăван колхозра  фермăра тăрăшнă. Вăл вăхăтри мĕн пур йывăрлăха хĕрарăм пуçа усмасăр чăтса ирттернĕ. Плешковсем 4 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун кинемей ачисемпе, 7 мăнукпа тата 3 мăнмăнукпа савăнать. 

/ХАМĂР ИНФ./

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика