Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 10-шар пин тенкĕ тÿлеççĕ

16 июля 2021 г.

Июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Пенси фончĕ шкула çÿрекен ачасене пĕр хутчен паракан тÿлеве илес текенсенчен заявленисем йышăнма пуçларĕ. РФ Президенчĕн 2021 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче алă пуснă Указĕ тăрăх, Раççей территорийĕнче пурăнакан РФ гражданĕсене ачисене шкула кайма хатĕрлеме шкул çулне çитнĕ кашни ачашăн пĕр хутчен 10-шар пин тенкĕ параççĕ.  

Çак укçана 6—18 çулсенчи ачасен ашшĕ е амăшĕ /е усрава илекен/, 18—23 çулсенчи пĕтĕмĕшле вĕренÿ программипе ăс пухакан инвалидсем,  18—23 çулсенчи пĕтĕмĕшле вĕренÿ программипе ăс пухакан право ĕç-хĕлĕсĕр  инвалидсен саккунлă представителĕсем илме пултараççĕ. 

Чылай ашшĕ-амăшĕн çак укçана илме заявление хăйсем тĕллĕн çырмалла мар. Заявлени маларах пулнă даннăйсем тăрăх хăех йĕркеленет, Пĕрлехи патшалăх порталĕнчи харпăр хăйĕн кабинетĕнче курăнать. Ăна ярса париччен даннăйсене тĕрĕслесе тухмалли çеç юлать. 

Заявленисем Пенси фончĕ пĕлтĕр  0_16 çулсенчи ачасене пĕр хутчен паракан тÿлевпе тивĕçтернĕ чухнехи даннăйсенчен йĕркеленеççĕ. Унта заявление паракан ашшĕ-амăшĕн ячĕпе хушамачĕ, СНИЛСĕ, ачасен даннăйĕсем тата укçана куçармалли счетăн реквизичĕсем курăнаççĕ. Енчен те заявленири вăл е ку даннăя ылмаштармалла пулсан, çакна çăмăллăнах тума пулать. 

Çакăн пек заявленисем июлĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа Пĕрлехи патшалăх порталĕнчи харпăр хăй кабинечĕсене килме пуçларĕç. РФ Пенси фончĕ вĕсене июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа октябрь вĕçĕччен йышăнать.  

Пĕрлехи патшалăх порталĕсĕр пуçне заявленисене Пенси фончĕн клиент службисенче те йышăнаççĕ. Опекунсемпе попечительсен заявлени çырма шăпах Пенси фончĕн уйрăмне пымалла та. 

Çĕнĕ тÿлеве «МИР» картта çине çеç мар, ытти карттăсем çине те куçарса параççĕ.

Маларах палăртнă тăрăх, Чăваш Енре çĕнĕ тÿлеве 176 пин ача тивĕçет. Çакна валли 1 миллиард та 760 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика