Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха мĕн пăшăрханарать-ха?

16 июля 2021 г.

Чăвашра пурăнакансем республика  пуçлăхĕн Олег Николаевăн социаллă сетьсенчи страницисенче пăшăрхантаракан ыйтăвĕсене час-часах çыраççĕ. Олег Алексеевич  онлайн мелпе тÿрĕ лини ирттерессине те  йăлана кĕртрĕ. Кунашкал форматпа  йĕркеленĕ калаçу июлĕн 13-мĕшĕнче черетлĕ хут иртрĕ. 

Халăха мĕн пăшăрхантарать-ха; Инстаграм, «Контактра» соцсетьсене çитнĕ тата чат-бот йышăннă 676 ыйтуран чылайăшĕ шкулсемпе садиксем çĕклессипе, çул юсассипе, тавралăха хăтлăх кĕртессипе, социаллă  пулăшупа тивĕçтерессипе  çыхăннă. Транспорт, экологи ыйтăвĕсем те канăçсăрлантараççĕ. Паллах, Олег Николаев кашнине хуравлаймарĕ, анчах шантарчĕ: пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ. 

Тÿрĕ линие йышлă çемьесенчен чылай ыйту  çитнĕ.    Акă, сăмахран, Çĕмĕрлери Касаткинсем газпа тивĕçтерессине 6 çул кĕтеççĕ. Вĕсем тата тепĕр 10 çемье 2015  çулта унччен кирпĕч завочĕ пулнă вырăнта çĕр лаптăкне тивĕçнĕ. Унтанпа нуша кураççĕ: газ пулманран çулталăкра 6-шар КамАЗ вутă туянма, кашни 2 сехетре кăмака хутма тивет.  Олег Николаев çак ыйтупа ĕçлессине палăртрĕ.  Паянхи куна республикăри 63 пин хуçалăх газсăр пулнине асăнчĕ. Çĕмĕрлери кăна мар, ытти тăрăхри çынсен ыйтăвне те тивĕçтерĕç. 

Комсомольски районĕнчи Урмаелти Алия Салахутдинова «Çамрăк специалист» программăпа усă курайманнишĕн пăшăрханать. Вăл ялти шкулта 10 çул ĕçлет. Асăннă  программăпа 35 çула çитменнисем çеç усă кураяççĕ, Алия вара 33-ре. Олег Николаев çамрăксене  пулăшмалли мерăсемпе ĕçлемеллине палăртнă май çамрăк вĕрентекенĕн ыйтăвне район пуçлăхĕпе сÿтсе явассине асăнчĕ. 

Алексей Комиссаров Правительство 8 тата ытларах ачаллă çемьесене мĕнле пулăшма палăртнипе кăсăкланнă. Чăваш Ен РФ Правительствин 455 тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Çапла республика ертÿлĕхĕ нумай ачаллисене пулăшма шухăшланă. 171 млн тенкине шăпах çурт-йĕр илмешкĕн черетре тăракансем валли уйăрасшăн. 

Хаксем ÿсеççĕ, пурăнма кирлĕ виçе мĕншĕн улшăнмасть? Асăннă виçе пенсионерсен те пĕчĕк. Республика ертÿçи кунпа килĕшмесĕр тăраймарĕ: «Хамăн тивĕçсене  пурнăçлама тытăнсан ман пата илсе килнĕ проектсенчен пĕри шăпах пурăнма кирлĕ виçене пĕчĕклетессипе çыхăннăччĕ. Çак ыйтупа ĕçлеме, тишкерме тытăнтăмăр. Ăна чакармасан та пултараяссине  палăртрăмăр. Пĕлтĕртенпе çак виçе пĕртте чакмарĕ, 2 хут  ÿсрĕ. Юлашки çулсене илес тăк пенсионерсен те ÿсрĕ», — терĕ Олег Николаев. 

Пĕр депутатата строительство  хатĕрĕсен хакĕ «çыртни» пăшăрхантарать. Олег Алексеевич каланă тăрăх, вĕсем Чăвашра кăна мар, пур çĕрте те хăпарнине курма пулать. Хаксем ÿсни наци проекчĕсене  пурнăçлама та ура хурать. Кăçал вара Чăваш Енре чылай проект хута янă. Шкулсемпе садиксем хăпартма, юсаса çĕнетме палăртнă сăмахран. Раççей Правительстви хаксене тĕрĕслесе тăнине, мерăсем йышăннине палăртнă май часах строительство хатĕрĕсене  йÿнетме планланине пĕлтерчĕ Пуçлăх. 

Олег Алексеевич хальхи вăхăтра республикăра  58 пункт ĕçленине, мобильлĕ ушкăнсем килĕрен те çÿренине тепĕр хут аса илтерчĕ. Вакцинациленес текенсем йышлă пулсан пунктсен шутне ÿстерĕç. 

Çамрăксем тăван чĕлхепе калаçманнишĕн пăшăрханакансем те тупăннă. Вĕсен шухăшĕпе, вĕрентÿ системине улăштармалла. Олег Алексеевич чăвашлăха упраса хăварас, аталантарас  тĕлĕшпе чылай ĕç тунине асăнчĕ. Телекурав, радио чăвашла калаçать, хаçатсемпе кĕнекесем тухаççĕ. Республика  Пуçлăхĕ  тăван чĕлхене упраса хăварас тесе май çитнĕ таран ĕçленине палăртрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика