Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника кĕрлет уйра, ĕç вĕрет хуçалăхра

13 июля 2021 г.

Çĕр ĕçченĕн пур ĕçе те туса ĕлкĕресси, пысăк тухăç илесси çанталăкран чылай килет. Кунĕ-кунĕпе çумăр чашлаттарнă чух, паллах, техникăна хире кăларма çук. Уяр кунсенче вара уй-хирсем самантрах чĕрĕлеççĕ, трактор-комбайн шавĕпе тулаççĕ. Районти хуçалăхсем вырмара тар тăкаççĕ, утă улăм хатĕрлеççĕ.
Çак тапхăрта çĕр ĕçченĕ çитĕнтернĕ тыр-пула кĕске вăхăтра тăкаксăр пухса кĕртес тĕллевпе ырми-канми ĕçлет.
Июлĕн 8-мĕшĕнче районти аграрисем пуçласа вырмана тухрĕç. Кунсерен хуçалăхсем пĕрин хыççăн тепри вырма ĕçĕсене пуçлаççĕ — уйсенче комбайнсен шавĕ вăйланса та вăйланса пырать. Июлĕн 12-мĕшĕ тĕлне «Слава картофелю» агрофирма» ОООра 200 гектар çинчи кĕрхи тулла пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç кашни гектар пуçне — 25 центнер. «Дружба» ЯХПК 50 гектар кĕрхи тулă çулса пăрахнă, валемсене пухса çапма пуçланă. Н.Г.Самарин фермер хуçалăхĕнче кĕрхи тулла, Р.М.Шарафутдинов фермер хуçалăхĕнче кĕрхи культурăсене вырма пикеннĕ. «Рассвет» хуçалăхра 50 гектар пăрçа çулнă, вăтам тухăç пĕр гектартан — 20 центнер. Ĕçченсем вырмана пахалăхлă, кăлтăксăр, вăхăта сая ямасăр ирттерес тĕллеве тĕпе хурса тăрăшаççĕ.
Районти ытти хуçалăхсем те вырмана тухма хатĕр. Çывăх вăхăтрах вĕсен тырă уйĕсем техника шавĕпе тулĕç, йĕтемĕсем çинче те тĕш-тырра пÿлмесене кĕртес ĕç вăйланĕ.
Çавăн пекех хуçалăхсем выльăх- чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес енĕпе те тăрăшсах ĕçлеççĕ. Паянхи куна 5255 тонна утă, 8530 тонна сенаж, 1205 тонна силос янтăланă.
А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика