Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыттисемшĕн - паха тĕслĕх

25 июня 2021 г.

Нумаях пулмасть Шупашкарти пĕр типографире М.Мадюковăн "Ырă вăрлăх акас терĕм..." кĕнеки кун çути курчĕ. Ăна Мария Мадюкова хăйĕн ĕç опытне тĕпе хурса çырнă. Кĕнекере вĕрентекенĕн тăван литературăпа, культурăпа пĕлỹ парас ĕçри çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă уроксемпе класс тата шкул тулашĕнчи мероприятисен анлă планĕсемпе конспекчĕсем, меслет кăтартăвĕсем вырăн тупнă.

Мария Ильинична - Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Вăл 1982 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1977 çултанпа тăван шкулта ачасене вĕрентнĕ. Аслă вожатăй, учитель, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, шкул директорĕ пулса ĕçленĕ.

М.Мадюкова Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, "Хисеплĕ таврапĕлỹçĕ", "Вырăнти хăйтытăмлăха аталантарнăшăн" паллăна тата ытти сумлă чыслава тивĕçнĕ.

Мария Ильинична "Шкул вальсĕ", "Шурă-шурă чечексем", "Ачалăхăм çăмхи - Чиккен касси" кĕнекесен авторĕ.

 Вĕрентỹ процесĕн чи паллă енĕсенчен пĕри вăл - ачасен пĕлĕвне пур енлĕн аталантарса пырасси. Çак ĕçе пурнăçлама тивĕçлĕ мелсемпе хатĕрсем кирлĕ. Вăл шутра - вĕрентекен учебникри вĕрентỹпе меслетлĕх хатĕрĕсене хăйĕн пурнăç опытĕнчен, тăван ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕн палăруллă енĕсемпе çыхăнтарнă уçă е анлă уроксем йĕркеленин витĕмĕ пысăк.

 "Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă, çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать",-тенĕ И.Я.Яковлев чăваш халăхне панă халалра.

Кĕнекене кĕнĕ материалсене 4 сыпăка уйăрса ушкăнланă. "Поэзи сĕвемĕ" сыпăкра сăвăç пултарулăхĕ вырăн тупнă. Маларах кун çути курнă кĕнекисенче те тăван тавралăх илемĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ỹкерĕннĕ. Мария Ильинична шкул программинче этем чун-чĕрине, ăс-хакăлне аталантарасси литература вĕрентĕвĕнчен çав тери нумай килни пирки пусăмласах палăртнине хăйĕн сăввисем урлă çирĕплетсе пырать темелле.

"Пичет продукцийĕ суйласа, тĕшĕлесе хунă ăс-хакăл пуянлăхĕн вăрлăхĕн кунтăкĕ пулса тухнă",- тесе çырнă хăйĕн малтан каланинче филологи наукисен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш чĕлхисен кафедрин доценчĕ Н.Осипов. Çакă чăнахах та çапла. Кĕнекене алла илсен кашни вулакан çакна çирĕплетме пултарĕ. Автор хăй те вĕрентекенсем унпа ĕçре усă курасса шансах тăрать.

А. КАПИТОНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика