Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх - пуянлăх

25 июня 2021 г.

 -Чăннипех çапла калас килет манăн, - тет Сите- лĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Л.Чернова. - Сывлăх пулсан пурте пулать. Вĕренỹ те ăнăçлă пырать. Ĕç те ỹсĕмлĕ.

Анчах иккĕмĕш çул сывлăха коронавирус пандемийĕ хавшатни пăшăрхантарать. Хăшĕсем унпа чирленине сисмерĕмĕр те, теççĕ. Теприсем больницăрах выртса сипленеççĕ. Кайран та вăрах вăй кĕменнине калаççĕ. Çавăнпа та унран асăрханса вакцина яртарма сĕнеççĕ.

Сител ялĕнче 300 çынна яхăн пурăнать. Вĕсенчен 40 ытларахăшĕ профилактика мелĕпе усă курма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Вакцинăна иккĕшне те яртарнă. Любовь Васильевна аслăрах çулхисене, ытти чирсем пуррисене шăпах прививка тутарни вырăнлă тесе çирĕплетет. Вакцина яртарас текенсен списокне тăвать. Унтан машина чĕнсе илсе вĕсене больницăна илсе каять. Сывлăха упрани кашнийĕншĕн лайăх. Кирлĕ хучĕ- сене хăйех хатĕрлет.

Сывлăх сыхлавçи ял халăхне вăхăтран-вăхăта диспансеризаци кăларассине те тивĕçлĕ туса пыма тăрăшать. Çĕнĕ çын мар çак ĕçре Любовь Васильевна. Ульяновскинчи медицина техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл 9 çул Первомайски больницинче васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçленĕ. Çакă мĕн вĕреннине ĕçпе тỹрреммĕн çирĕплетме пулăшнă. Васкавлă пулăшăва ачана мĕн те пулин канăçсăрлантарсан та, асли чирлесен те, ватти аптраса ỹксен те чĕнеççĕ-çке. Сиплеве тĕрĕс пуçăнмалла.

Кайран вара Л.Чернова ялти фельдшерпа акушер пунктне куçнă. Унтанпа та 28 çул. Ял халăхĕн сывлăхне пĕлсе тăрать аслă категориллĕ медицина сестри. Камăн хăш вăхăтра сипленмеллине, хăшне мĕнле прививка (манту, хĕрлĕ шатраран, столбнякран...) тумаллине сăнаса пырать. Ватăраххисем патне килĕсене çỹрет. Теприсене район больницинчен врачсем фельдшерпа акушер пунктне килнĕ чухне йышăнăва чĕнет тата ытти те. Çуллахи вăхăт та канăçлах мар. Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне каникулта мăнукĕсем килеççĕ. Вĕсен сывлăхĕшĕн те яваплăха хăй çине илет.

Кирек хăш чир те хĕлле те, çулла та "çывăрмасть". Юн пусăмĕ выляни чылай çынра палăрать. Ватлăхра куç кураслăх чакать. Усал шыçă тухасран асăрханмалла тата ытти те. Демографи лару-тăрăвĕ япăхраххи те палăрать ялта. Шел, кăçал пĕр ача та çуралман.

Шурă халатлисем эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та пулăшаççĕ. Пăшăрханăва пусарма та çỹреççĕ ватăсем фельдшерпа акушер пунктне. Вĕсемпе те кăмăлтан калаçаççĕ Л. Черновăпа В. Реймова санитарка.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика