Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕсем пуçланчĕç

10 июня 2021 г.

 Çурхи ака-суха ĕçне вĕçленĕ хыççăн çĕр ĕçченĕсем ял-йышпа пĕрле Акатуй-Сабантуйра савăнасси ырă йăлара. Шел пулин те иртнĕ çул коронавирус пандемине пула районта чылай культура мероприятийĕ иртеймерĕ. Вăл шутра - ял уявĕсем те.

Иртнĕ шăматкун, июнĕн 5-мĕшĕнче, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Ыхра Çырми, Ишлĕ, Первомайски ял тăрăхĕсенче пурăнакансем кĕрекене пуçтарăнчĕç. Кашнинчех çĕр ĕçченне халалланă культура программи ака-суха ĕçне пĕтĕмлетнинчен, экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче тăрăшса ĕçлекенсене, общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартакансене чысланинчен, саламланинчен пуçланнă.

Ял уявĕсене культура ĕçченĕсем, юрра-ташша ăста уйрăм хастарсем, чăваш эстрада артисчĕсем, спорт каçалăкĕнчи тĕрлĕрен тупăшу тата ытларах пуянлатнă. Уявсенче ватти-вĕтти киленичченех савăннă.

Çак ялсенче пурăнакансене тата уява пуçтарăннă хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, тулли мар яваплă "Чăвашгосснаб" пĕрлешỹ директорĕ Валерий Антонов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, организаци-учреждени ертỹçисем саламланă, пурне те савăк кăмăл, ырă малашлăх, ăнăçу суннă.

 (Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика