Хозанкинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхлăх пирки манар мар

06 мая 2021 г.

Коронавирусран малашне те пурте асăрханар

Вăрăм канмалли кунсем çывхарнă май, хисеплĕ район çыннисем, сыхлăх пирки манмалла маррине тепĕр хут аса илтересшĕн. Коронавирус хăрушлăхĕ халĕ те çивĕч тăрать-ха, хĕрлĕчутайсем хушшинче ку усал чирпе чирлекенсем паянхи куна та пур. Çитес вăхăтра çывăхри хуласенче, Мускавра тата ытти çĕрте пурăнакан ентешсем ялалла килме пуçлĕç. Чылайăшĕн канмалли кунсем нумаййипе усă курса çуралнă яла е тăвансем патне хăнана килес килĕ. Çакă та сисчĕвленме хистет, вĕсем коронавирус саракансем пулма пултараççĕ. Çавна май маскăсемпе çỹрессине çирĕп пăхăнмалла. Халăх нумай пухăнакан вырăнсенче пулассинчен пăрăнмалла. Уйрăмах аслăрах çулсенчи çынсен сыхă пулмалла, мĕншĕн тесен вĕсем - чир ерес тĕлĕшпе пушшех хăрушлăх шайĕнче тăракансем. Республикăра коронавируспа чирленĕ мĕнпур çынтан 64 проценчĕ 60 çултан аслăрах пулнине çирĕплетеççĕ медиксем.

Палăртмалла, ку енĕпе шăпах ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттерчĕ. Канашлăва пухăннисем майăн 1-мĕшĕнче Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тăвассине халăха йышлă пухмасăр онлайн мелпе йĕркелемелли, çавăн пекех Мăнкунта та чиркỹсенче май пур таран сахалрах халăх пухмалли тата ытти сыхлăх мерисем пирки калаçрĕç.

Сывлăхăмăршăн хамăрах яваплă пулнине тĕпе хурса уяв кунĕсенче асăрхануллăрах пулар, сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнар!

Прививка тăваççĕ

Эпидеми пуçланнăранпа районта 414 çынна çак амак "çыпçăннă". Лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанаççĕ медицина ĕçченĕсем, мĕншĕн тесен чире çĕнтерме района темиçе хутчен те вакцина çитнĕ. Коронавирусран тỹлевсĕр прививкăна кашниех тума пултарать. Ăна фельдшерпа акушер пункчĕсенче тата поликлиникăра тăваççĕ. Паянхи куна районта пурăнакан 1252 çынна вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе коронавирусран прививка тунă, иккĕмĕш компоненчĕпе - 709 çынна. Прививкăна çак телефон номерĕпе те çырăнма пулать: 8 987 576 49 84. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă çырăнсан тата лайăхрах.

Апла пулин те кашнийĕнех хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалли пирки манмалла мар. Коронавирус инфекцийĕнчен хỹтĕленес тесен чи малтанах халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче, лавккасенче маска тăхăнмалла. Ку пур организаци-учрежденире ĕçлекенсене те пырса тивет. Обществăлла транспортра та хỹтĕлев мерисене пăхăнмалла. Дезинфекци йĕркине пăхăнни те чиртен хỹтĕлĕ. Уйрăмах аслă ỹсĕмрисен прививка тутармалла, мĕншĕн тесен вĕсем хăрушлăх ушкăнне лекеççĕ. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика