Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уроксем хыççăн ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси

25 мая 2021 г.

Кириллова Эльвира Николаевна, Тăвай районĕн Çĕнĕ Пуянкассинчи  вăтам шкулĕнче

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

 

Уроксем хыççăн ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси

         XXIĕмĕрте пирĕн пурнăç çав тери улшăнчĕ, нумай çĕнĕлĕх кĕчĕ. Уйрăмах техника тĕлĕшĕнчен. Çакă вĕрентў ĕçне те пысăк улшăнусем кĕртрĕ. Паян шкулта ачана пĕлў пани çеç çителĕксĕр –ăна хăй тĕллĕн пĕлў пухма вĕрентсе пымалла, шухăшлавне йĕркелесе çивĕчлетмелле.  Ача кирлĕ информаци шырама, суйлама, унпа пĕлсе усă курма хăнăхса пытăр.

        Патшалăхăн çĕнĕ стандарчĕ кăларса тăратнă тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл – ача-пăчаран сывлăхлă, çирĕп ăс-хакăллă, пур енлĕ аталаннă çын туса ÿстересси, унăн çынлăхлă тĕнче курăмне, гражданлăх ăнланулăхне, Тăван çĕр-шыв туйăмне (патриотизмне) йĕркелесси, тăван халăха, унăн культурине юратма, хисеплеме, упрама хăнăхтарасси. Ачасене пĕлў, воспитани парас ĕç уроксенче çеç мар, уроксем хыççăн та пулса пырать. Шкул тата класс тулашĕнче ирттерекен мероприятисене хутшăнни ачасен пултарулăхне ўстерме, вĕсене хăйсем тĕллĕн шухăшлама, ĕçлеме, илнĕ  пĕлĕве çирĕплетме, çĕнĕ материала ăса хывма пулăшать, унсăр пуçне уроксем хыççăнхи вăхăт ачасемшĕн интереслĕ те усăллă иртет. Мероприятисене ачасем хаваспах хутшăнаççĕ.

        Пур ĕçе те пĕр тĕллев пĕтĕçтерсе тăрать – ачасене тăван чĕлхен илемне, тăванлăхне туйма вĕрентесси, тăван халăх культурине ăша илесси, воспитани парасси, сапăрлăх, кăмăл-сипет нормисене паллаштарасси, пурнăçра вĕсемпе килĕшўллĕ пурăнма вĕрентесси.

       Ҫĕнĕ технологисемпе уроксенче кăна мар, шкул тата класс тулашĕнче ирттерекен мероприятисенче те анлă усă куратăп. Мероприятисен сценарийĕсене эпĕ вĕрентўре хăвăрт пулса иртекен улшăнусене шута  илсе хатĕрлетĕп. Вĕсене йĕркеленĕ чух ачасен çулĕпе ўсĕмне, вĕренў интересĕсене тĕпе хума тăрăшатăп.

        Анлă сарăлнисенчен пĕри- проект ĕçĕ-хĕлĕ.  Проект ĕçне пурнăçламалли меслетсенчен пĕри вăл – шырав мелĕ. Унăн çул-йĕрĕ расна: экскурсие, музейсене, театра кайни, интервью илни; кĕнекесен, сăн ўкерчĕксен, илемлĕ картинăсен куравне йĕркелени...Эпӗ ачасене тăтăшах театра, музейсене илсе ҫўретӗп.Ачасем театрти артисемпе хутшăнма юратаҫҫӗ, вӗсем пек пулма вӗренеҫҫӗ, ӗмӗтленеҫҫӗ. Профессионал артистсем панă сӗнўсене спектакль лартнă чухне шута илме тăрăшатпăр. Ӗç результатне пĕтĕмлетсе  „Ял Ĕçченĕ” хаçата çыратпăр, шкул сайтне лартатпăр.  

        Тишкерў мелĕпе  ачасем çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпченĕ чух усă кураççĕ.  Çавна май тĕрлĕ хаçат-журналсенчи, наукăпа критика статйисенчи фактсене тĕпчеççĕ. Çыравçă ĕçĕ-хĕлĕн пултарулăхне хакласа буклет, хаçат, стикерпа хаçат кăлараççĕ. К.В.Иванов çулталăкне халалласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Иванов хайлавĕсем тăрăх сюжетлă ўкерчĕксем ўкертӗмӗр,  коллаж йӗркелерӗмӗр. Ҫеҫпӗл Мишшин ӗҫӗ-хӗлӗн пултарулăхне хакласа буклет, стикерпа хаҫат кăлартăмăр. Районта К.В. Иванов ҫулталăкне халалласа ирттернӗ конкурсри „Колла” номинацире пӗрремӗш вырăна тивӗҫ пултăмăр. Раҫҫей шайӗнче иртекен тӗрлӗ конкурса хутшăнатпăр, малти вырăнсем йышăнатпăр.

 

 

        Пултарулăх мелĕ ачасене харпăр хăйĕн ўнер хевтине палăртма хăнăхтарать, таврари тĕнчене сăнама хĕтĕртет. Кунта ачасем инсценировка çыраççĕ тата выляса кăтартаççĕ, буклет, видеоролик, хаçат кăлараççĕ е пуçватмăшсем тăваççĕ. Драмкружок членӗсем шкулта,  ялти  клубра, районта тӗрлӗ спектакль калăпласа сцена ҫинче кăтартаҫҫӗ.  Районта ҫултан-ҫул иртекен сăвă ҫыракансен, илемлӗ вулакансен тата ытти конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тухатпăр. К.Иванов ҫулталăкне халалласа ирттернӗ инсценировкăсен конкурсӗнче ҫӗнтерўҫӗ пултăмăр. Республикăри „Авансцена” фестивалӗнчи „Чӗрӗ сăмах” номинацинче Светлана Азаматăн сăввине вуласа 2-мӗш вырăн, Ҫеҫпӗл Мишши 115 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ конкурсра 3-мӗш вырăн йышăнтăмăр. республикăри сăвă вулакансен конкурсĕнче те хутшăнса пĕрре кăна мар çĕнтерўçĕсен шутĕнче пулнă. Буклет, коллаж.

       Вăйă мелĕпе усă курса вĕренекенсем курăмлă-сăнарлă тата логикăллă шухăшлавĕсене малалла аталантараççĕ, сăмах йышне пуянлатаççĕ. 5-6 классенчи ачасем вăйă тата пултарулăх проекчĕсене пурнăçлама кăмăллаççĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем валли тĕпчев тата тишкерў проекчĕсем вырăнлăрах. Шкулта уяв ирттереси – чи кăткăс ĕçсенчен пĕри. Ку мероприятине ушкăнпа ирттермелле. Кашни ҫул Чăваш чĕлхи кунне халалласа пысăк уяв ирттеретпӗр. Ачасемпе халăх вăййисен уявне те ирттерме манмастпăр.

       Çапла вара,  ҫӗнӗ технологисемпе мелсем уроксем хыҫҫăн ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма май параҫҫӗ, ФГОС пурнăҫа кӗртме пулăшаҫҫӗ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика