Алманчиковское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ятăн ĕмĕрĕ вăрăм

25 мая 2021 г.

Алманчă ялĕнче ырă ят-сум çĕнсе илнĕ ентешсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Мария Александровна Петрова. Кăçал тăххăрмĕш теçеткене ваклакан хĕрарăм ял-йышра ĕçченлĕхпе, тирпейлĕхпе, çаврăнăçулăхпа палăрса тăрать. Пилĕк ача амăшĕ пирки нумай-нумай ырă сăмах калама пулать.

 Вăрçă ачин кун-çулĕ ансат та такăр сукмакпа утса çеç иртмен. Мария Александровна хыçа юлнă сакăр теçетке çулта хурипе шуррине чылай черетленĕ. Хĕр ача ашшĕ ăшшине, унăн тĕревĕпе пулăшăвне туйса ỹсмен. Вăл ултă уйăхра чухне Санькка тетене вăрçа кайма ят тухнă. Алманчăра ыраш вырнă вăхăтра ăсатнă ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине. Салтакăн малашлăхĕ синкерлĕ çаврăнса тухнă. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Çав вăхăтра пиншер çыннăн шăпипе тỹр килнĕ амăшĕн виçĕ пепкине пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ.

Тăлăхăн шăпи тăхăр сыпăклă теççĕ ваттисем. Маня çакна мĕн пĕчĕкрен туйса, курса ỹснĕ. Кĕçĕнни пулин те унăн ури çине çап-çамрăкла "ĕне пуснă" темелле. Амăшĕн хуйхине пусарас, унăн ĕçне çăмăллатас тĕллевпе вăл яланах унпа юнашар пулнă, колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Çавăнпах-тăр шкултан вĕренсе тухсан та аякка тухса кайман, ялтах ĕçлесе пурăнса кунтах тĕпленме шутланă. Ырă Турă та çакна илтнĕ. 1961 çулта вĕсем ялти Михаил Христофорович Петровпа пĕр çемье çавăрнă.

 - Çемье пурнăçĕ никамăн та пыл та çу пулмасть пулĕ. Пирĕн те çавах ĕнтĕ. Анчах та эпĕ хамăн пурнăçа паянхи кунччен ырăпа аса илетĕп. Мăшăрăмпа - 58, пăянампа 42 çул пĕрле пурăнтăмăр. Пурнăçри йывăрлăхсене те, савăнăçа та ялан пĕрле пайланă. Çемьере ĕçе уйăрасси, тивĕçе пайласси йăлара пулман. Çак ырă та пархатарлă енсене ачасемпе мăнуксене те вĕрентме тăрăшнă. Паян вĕсем те çемйисенче ырă йĕркепе пурăннăшăн питĕ хĕпĕртетĕп.

 Ачасем, мăнуксем ашшĕ-амăшĕн пехилĕпе пурăнни чи пысăк телей тесе шутлатăп,- сăпайлăн çеç калаçăва хутшăнать Мария Александровна. Ачисем тенĕрен, вĕсем паян амăшне куç тулли илем кỹреççĕ, пĕринчен тепри савăнтараççĕ. Икĕ хĕрĕпе виçĕ ывăлĕ те пурнăç çулĕ çине тухнă, çемьеллĕ, пурте тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ. Ăрăва малалла тăсакан 10 мăнукĕпе мăнукĕн 3 пепки те кукамай-асаннешĕн пысăк савăнăç. Вĕсем ăна ялта пĕчченлĕхре тунсăхланма, кичемленме памаççĕ, тăтăшах килсе çỹреççĕ, хуçалăхри ĕçсенче те пулăшаççĕ.

П. КИРГИЗОВ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика