Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитрĕ, иртрĕ юбилей

21 мая 2021 г.

Хирти Пикшик ялĕнчи А. Камалетдинов шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спортпа туслă пулнă. Алла аттестат илсен колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. 1965-1968 çулсенче çие салтак тумĕ тăхăннă. Унта та спортран уйрăлман. Тăван яла таврăнсан пĕр вăхăт "Герой" колхозра шоферта ĕçленĕ. 1974 çултан вара ял ачисене ирĕклĕ майпа кĕрешме хăнăхтарас енĕпе тренерта вăй хунă. 1977 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухать. Илнĕ пĕлỹпе çеç çырлахмасть. 1982 çулта Хусанти педагогика институчĕн физкультура уйрăмĕн дипломне илет. Малаллахи пурнăçне вара спортпа çыхăнтарать. Сахал мар спортсмен хатĕрленĕ Абдулла Минзарифович. Вĕсене ăмăртусене явăçтарнă.

"Герой" колхоз кĕрлесе тăнă вăхăтра профсоюз енĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ ĕçлеме пуçланă. Унăн директорĕ А.Камалетдинов пулнă. Каярахпа Хирти Пикшикре Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн филиалне уçнă. Абдулла Минзарифович 45 çул тренер-преподавательте ĕçленĕ. Пултаруллă спортсменсем колхоз тата район чысне хỹтĕленĕ. Республикăри тата Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Районта ирттерекен Акатуй-Сабантуйсенче 20 хутчен призерсен шутне кĕнĕ, икĕ хутчен тутарла-пушкăртла кĕрешсе паттăра тухнă.

Ĕçне кура хисепĕ, чысĕ. А.Камалетдинов - чапа тухнă спортсмен тата пултаруллă спорт организаторĕ. Ирĕклĕ "Урожай" спорт обществин районти совечĕ тата çут ĕç пайĕпе вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕ физкультурăпа спорт ĕçне тивĕçлипе йĕркеленĕшĕн А. Камалетдинова темиçе хутчен те Хисеп хучĕсемпе наградăланă.

 Тренер-преподаватель вĕренекенĕсем ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищине çитнĕ. Илнĕ хăнăхусемпе федерацин Атăлçи округĕн чемпионатĕнче çĕнтерсе мала тухнă. Спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçланă.

А. Камалетдинова 2011 çулта Раççей Федерацийĕн, 2006 тата 2011 çулсенче Чăваш Республикин спорт министерствисен, 1975, 1976 çулсенче РСФСРти ирĕклĕ "Урожай" спорт обществин Хисеп хучĕсемпе чысланă.

 Абдулла Минзарифович хатĕрленĕ 35 çамрăк спорт мастерĕн тата 75-шĕ кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарнă.

Наиля Шейхаттаровна мăшăрĕпе вĕсем пĕр хĕрпе виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Çитĕннĕ ăру ашшĕ-амăшĕн чысне çỹлте тытать. Вĕсене те ачаранах физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарнă. Асие çемьеллĕ, Ижевск хулинче шкулта ĕçлет. Çамрăк чухне çăмăл атлетикăпа ăмăртусене хутшăннă.

Аслă пĕлỹллĕ Арслан Хусанта полици системинче ĕçлет. Зофер та пиччĕшĕн çулĕпех кайнă. Шел, Фирдусăн кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Чечня вăрçинче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ун ячĕпе çулленех турнир иртет. Кăçалхипе вăл 26-мĕш хут пулчĕ.

 Камалетдиновсем 5 мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. 75 çулхи юбилейĕсене паллă тунă пулин те иртнисене хыçала хăварса малалла çирĕппĕн утаççĕ.

 М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика