Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тăрăшулăхĕ пĕчĕкренех палăрать

21 апреля 2021 г.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене тĕрлĕ кружока, урок тулашĕнчи мероприятисене явăçтарас тесе вĕрентекенсем сахал мар тăрăшаççĕ.

Вĕренỹ çуртĕнче 16 кружок-секци ĕçлет. Çитĕнекен ăру тата кăмăлпах районти хушма пĕлỹ паракан учрежденисенчине те çỹрет.

Вĕренесси мутлă та çимĕçĕ тутлă, тенĕ ватăсем. Çакна çирĕплетсе парать те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн (2 хутчен), район администрацийĕн стипендийĕсене илсе тăракан 11 класра вĕренекен Мария Сейфуллина.

Мария 2010 çулта пĕрремĕш класа килнĕ. Вĕренỹри тăрăшулăхĕ ачаранах палăрнă. Вăл класран класа лайăх паллăсемпе куçса пынă. Спортпа туслашнă. Шывра ишме, волейболла, баскетболла выляма юратать. «Зарница» тата «Орленок» вăййисене кăмăллать. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕр çине тăрать, ăмăртусенче мала тухать.

2019 çулта биологи предмечĕпе Раççей шайĕнчи дистанциллĕ олимпиадăра çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Çавăн пекех шкулта, районта, республикăра иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсене тухать.

Мария - «Юнармия» юхăмăн членĕ. Районта, республикăра çак отрядсем хушшинче иртекен ăмăртусене хастар хутшăнать. Пăшалтан перессипе, «Морское троеборьепе», республикăри ДОСААФăн пилĕк енлĕ тупăшăвĕнче пĕрремĕш, Пăрачкав районĕнчи А. Н. Крылов ячĕпе йĕркеленĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕ. Кашнийĕшĕнчен медальсемпе, грамотăсемпе таврăнать. Вĕсен шутне те пĕлмест пулĕ Мария.

Хĕр шкулта пуриншĕн те тĕслĕхлĕ. Вĕренỹри, спортри, творчествăри ăнтăлушăн стипендиат пулчĕ.

Вĕрентекенсем те Мария çитĕнĕвĕпе хăпартланаççĕ. Юлташĕсемшĕн те тĕслĕхлĕ вăл.

В. АНТИПОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика