Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăкла тар тăкни - ватлăх хисепĕн палли

21 апреля 2021 г.

Кзыл Чишмара пурăнакан Нургали Шейхутдинович Фасхутдиновпа унăн ĕçчен те пултаруллă çемйине тахçантанпах çывăх пĕлетĕп. Ялта вĕсем _ чи пысăк йăх-несĕл. Паян тăххăрмĕш теçеткере пыракан аксакал та йышлă ачаллă çемьере ỹснĕ. Çиччĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. Çапах та Нургали шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ. Класра чи кăтартуллă та пултаруллă ача шутланнă.

Нургалин ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă хыççăнхи çăмăл мар çулсемпе тỹр килнĕрен çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тỹрех колхоза вăй хума кайнă. Аслисемпе юншарах ака та тунă, ытти ĕçе те явăçнă. Ку тĕлĕшпе вăл ỹркенсе тăман. Ун чухне ытти çемьере те ашшĕ-амăшĕ çеç мар, пурнăç хăй те ачасене çамрăклах пилĕкне авнă темелле. Çавăнпа та çитĕнсе çитсе çар тивĕçне пурнăçласа килнĕ хыççăн тỹрех каччă пĕр иккĕленмесĕр яла юлнă. Салтак тумне хывнă хыççăнах Саратов облаçне анлă профиллĕ тракторист пулма вĕренме каять. Çĕр ĕçĕн специальноçне алла илнĕ каччă 1966 çултан пуçласа «Ленинец» колхозра тăрăшма пикенет. Ака-суха вĕçленнĕ хыççăн «хурçă ут» хуçи стройкăра ĕçленĕ. Ялта çеç мар, район центрĕнчи пысăк стройкăсене те Н. Фасхутдинов ертсе пынипе тата тăрăшулăхĕпе пурнăçланă. Ку тĕлĕшпе вăл чăнласах та «ылтăн алă». Унсăр пуçне тăван Кзыл Чишмара, таврари ялсенче мĕн чухлĕ çын валли çурт-йĕр, хуралтă купаласа паман-ши Нургали абый? Ăна шутласа та пĕтереймĕн.

- Çынна ырă туса пулăшсан чунра яланах ăшă туйăм çуралать. Ăна Турă та ырăпах тавăрать теççĕ. Кайран хăвăн ĕçне пăхса киленме те кăмăллă. Ĕлĕк пĕр-пĕрин патне нимене çỹренĕ. Укçалла ĕçлес пирки шухăшра та пулман. Хамăр пата та çурт тума та, хуралтăсене çĕнетме те темĕн чухлĕ çын пуçтарăннăччĕ. Красномайск, Алманчă ялĕсемпе те туслă пурăнаттăмăр. Чăвашĕ те, тутарĕ те юнашар тăрса ĕçленĕ, пĕрле савăннă,- кăмăлтан аса илет Нургали Шейхутдинович хăйĕн пурнăçĕнче ырă йĕр хăварнă вăхăтсене.

Кăçал Нургалипе Ркия çемье çавăрнăранпа 55 çул çитет. Çур ĕмĕр ытла пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ Фасхутдиновсем. Ялта мĕн çамрăкранпах ят-сум çĕнсе илнĕскерсем паян та Кзыл Чишмара хисеплĕ ватăсен йышĕнче. Ильмир ывăлĕпе Эльфия кинĕ ашшĕпе амăшĕшĕн çемьере пысăк тĕрев. Нумай çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем килĕштерсе. Апла пулин те нихăçан та килти «çỹп-çапа» урама кăларман. Паян та кашнийĕ хăйĕн ĕçĕнче хисеплĕ. Ильмир Нургалиевич ашшĕн ăсталăхне малалла тăсас тĕллевпе Хусанти строительство институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те ялта ваттисен çуртĕнче тăрăшаççĕ.

Çывăх пĕлĕшĕм каласа пани вĕсен пурнăçĕн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç. Яланхиллех сăпайлă ватă хăй пирки те «çăмха сỹтме» кăмăл тумарĕ. Тирпейлĕ те ăслă-тăнлă çемье пуçлăхĕн çынлăхне хак паракан енсем ашшĕнчен, аслашшĕнченех куçнă. Вĕсем те килĕштерсе пурăннă, медресере вĕреннĕ, вулама-çырма лайăх пĕлнĕрен ял çыннисем тăтăшах вĕсенчен пулăшу ыйтма çỹренĕ. Хуçалăхра арман та тытнă, выльăх-чĕрлĕхне те нумай усранă-мĕн. Коллективлă хуçалăхсем йĕркеленсен вара вĕсем хăйсен ирĕкĕпе мĕн пур пурлăхне колхоза панă. Çак ырă пулăмсене Нургалие хăйĕн ашшĕ каласа панинчен лайăх ас тăвать.

П. КИРГИЗОВ. Алманчă ялĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика